Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта предприятисенче инвестициллĕ проектсем епле пурнăҫа кĕрсе пынипе паллашнă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев ознакомился с реализацией инвестиционных проектов на предприятиях НовочебоксарскаУтă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫулҫӳревре Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, инвестициллĕ проектсем хулара епле пурнăҫа кĕрсе пынипе паллашнă, промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫ-хĕлĕпе кăсăкланнă.  

Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев «Химпром» ПАО модернизаци ĕҫĕпе паллашнă. Хальхи вăхăтра организаци тĕпрен ҫĕнелсе пырать, пысăк технологи вăй илет.  

Пĕлтĕр пуҫласа пысăк производство хулара хута кайнă, гипохлорид кальци калăплассипе завод ырми-канми тăрăшать, Раҫҫейĕпе те вăл пĕртен-пĕр завод шутланать. Проекта пĕтĕмĕшле 1730,0 млн инвестици хывнă. Халăх валли ҫĕнĕ 138 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Предприяти ҫулталăкне 15 пин тонна тавар тирпейлесе кăларма плана кĕртнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ предприятийĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаҫнă. Таварсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пынипе те кăсăкланнă. Раҫҫей шайĕнче «Химпром» ПАО таварĕсем анлă сарăлнă, ют ҫĕршывсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Чăваш Енри производство хута кайиччен, Раҫҫейе Китайран тавара илсе килнĕ пулнă.   Организаци ертӳҫи республика  Пуҫлăхне ҫĕнĕ производство уҫма тĕллев лартнине хыпарланă, планпа паллаштарнă. Аса илтеретпĕр, проекта пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Химпром» ПАО кăҫал нарăс уйăхĕнче килĕшĕве Сочи хулинче иртнĕ Раҫҫейри инвестици форумĕнче ҫирĕплетнĕ пулнă.  Ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ПМЭФ-2019 мероприятийĕсенче анлă пăхса тухнă пулнă. Ун чухне предприятийĕн бенефициарĕпе Виктор Вексельбергпа ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 5,6 млрд  танлашать.  

«Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман ҫулталăк вĕҫĕнче цехăн строительство ĕҫĕ пуҫланасса хыпарланă. Планпа пăхса хăварнă тăрăх, организацийĕн 2020-мĕш тĕлне тĕпрен хута каймалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» ПАО патшалăх программине туллин пурнăҫа кĕртсе пынине каланă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсене, импорта улăштарассипе те лайăх кăтартуллă ĕҫлесе пырать тенĕ. Предприяти чăнласах та, пуласлăх ҫине тĕллевлĕн пăхнине асăннă. Предприяти вăй илсе пырать, халăх валли тата та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Паян регион Ертӳҫи «Хевел» ТМЯО пулнă. Завод кăҫал тĕпрен ҫĕнелнĕ. Таварсен пахалăх шайĕ ӳссе пыни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмах малалла тăснă май. Тĕнче шайĕнче палăртнă пысăк завод Чăваш Еншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика хăватланать, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те ырă енне куҫса пыни куҫкĕретех. Палăртмалла, пĕлтĕр предприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин премине парса чысланă. Пахалăх организацийĕн ҫӳллĕ шайра. Завод ĕҫĕ пирки унăн директорĕ, Александр Дубровский, тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кунта пуҫлăхсем ҫĕнĕ производство линийĕпе паллашнă. Палăртма кăмăллă, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем ҫынсене валли йĕркеленнĕ, кăтарту 130 ҫитнĕ. Пĕтĕмпе вара заводра 620 ҫын тăрăшать. Пĕр вырăна лекме 8 ҫын конкурс витĕр тухать, ҫивĕч тупăшура мала тухаканнисем – ăслисем, пысăк тавра курăмлисем предприятине ĕҫлеме вырнаҫаҫҫĕ.  

Завод Ҫĕнĕ Шупашкар монохулана кĕрсе юлнă хыҫҫăн тата та вăйлăрах аталанма пуҫланă. Предприяти ҫĕнелсе модернизациленнĕ, ăна валли 30 млрд тăкакланă. Апла пулсан, монохула витĕмлĕхĕ чылай тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.      

«Хевел»  ТМЯО Раҫҫейри чи паллă пысăк предприятисенчен пĕри. Унăн тухăҫлăхĕ юлашки ҫулсенче самай пысăкланнă, виҫĕ хут та ӳсни курăнать. Малашне те пирĕн пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми пĕрле тăрăшмалла, Раҫҫей шайĕнче кăна мар, тĕнчене те тухса лайăх кăтартусемпе палăрмалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паян регион Ертӳҫи  муниципалитетри ҫулсене те пăхса тухнă. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» программа пурнăҫа епле кĕнипе кăсăкланнă. Объект 2,4 ҫухрăм тăсăлать. Ҫул-йĕр строительствин ĕҫне «Дорстрой» ТМЯО пурнăҫлать.   Организацийĕн ертӳҫи Надежда Румянцева. Объекта кăҫал авăн уйăхĕнче тĕпрен хута яма плана кĕртнĕ тесе хыпарланă регион Ертӳҫине.   

Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче, автомашина ҫулне тĕпрен сарас ĕҫе малтанласа 120 млн пăхса хăварнине хыпарланă, каярах укҫа виҫи чакнине, 112 млн ҫитнине палăртнă. Республика Пуҫлăхĕ палăртнă лаптăкра муниципалитет вăтăр ҫул та пулĕ юсав ирттермен тесе аса илнĕ. Халăх тахҫантанпах кĕтнĕ пулнă ҫак ĕҫе.

 Паян вара, каламасăрах паллă, ҫынсем савăннă, республика Пуҫлăхне, вырăнти ертӳлĕхе тав сăмахĕсем калаҫҫĕ. Михаил Игнатьев урамсем ҫутă пулмаллине, апла пулсан ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă хула  администрацийĕн ертӳҫине Ольга Чепрасовăна.  

«Халăхпа тĕл пулсан, эпир ыррине те сахал мар илтетпĕр, тавралăха тирпей-илем кĕртес тесе, патшалăх тĕревне куҫарса пама тăрăшатпăр. Ҫынсем пĕтĕмпех ҫакна туяҫҫĕ. Хăйсем те  пурăнакан вырăна илем кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



04 июля 2019
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter