Халăхăн пурнăҫне упрассипе йышăнакан пысăк проектсене пурнăҫа кĕртме Чăваш Ен пилотлă регион пулма пултарать

Чувашия может стать пилотным регионом для реализации крупных проектов по сохранению общественного здоровья Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев арҫынсен сывлăхĕ пирки ҫыхăннă ыйтусемпе наукăпа практика конференцийĕн ĕҫне хутшăннă. Мероприяти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче иртнĕ.

Анлă мероприятийĕн ĕҫне тытăниччен, чи малтан регион Ертӳҫи Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн штатра тăман специалисчĕпе, «НМИЦ радиологии» ФГБУ филиалĕн директорĕпе, РАН  корреспонденчĕпе Олег Аполихин профессорпа уҫă калаҫу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – наци проекчĕсем, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă проектсем.  

Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне упрассишĕн специалистсем  анлă ĕҫлесе пынине палăртнă. Палăртма кăмăллă, вăтамран регионта халăх 72–73 ҫул пурăнать. Кун пек пысăк кăтарту пачах пулман тесен те йăнăш мар.

Арҫынсен ар пайне упрама, сывлăхне перекетлеме май паракан программăна наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йышăнса хăварнă. 2018 ҫулта пĕтĕмпе программăна пурнăҫласа пыма 46 млн пăхса хăварнă пулнă. Каламасăрах паллă, регионта йышăннă программа «Демографи» наци проекчĕпе тӳр килет.

Олег Аполихин хăйĕн сăмахĕнче арҫынсен сывлăхне упрассипе ҫыхăннă программа «Общественное здоровье» пысăк проектăн пĕр пайĕ шутланать тенĕ. Палăртмалла, проекта РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова пуҫарса янă.  Вăл ĕҫ шăпах, та сывлăха упрассипе ҫыхăннă. «Пирĕн ҫавăн пек лайăх тытăм йĕркелесе ямалла, ҫынсен пачах та чирлемелле мар пултăр», – тенĕ Олег Аполихин.  Сăмах май, Чăваш Енре ҫӳлерех асăннă ыйтупа ытти регионсенчен самай лайăх ĕҫлесе пынине те каланă сумлă хăна.

«Чаплă пысăк проектсене пурнăҫа кĕртессипе эпир Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне кăтартса пама шутлатпăр. Ятарлă тытăм хатĕрлесе ҫитерсен, ытти регионсене те йыхравлама пулать. Вĕсем те сирĕн паха ĕҫ опытне тĕпе хурса хăйсен субъекчĕсенче пурнăҫа кĕртсе пыччĕр.  Министерство умне ҫак ыйтăва тăратма шутлатпăр», – тесе ырă хыпара каланă Олег Аполихин.

Наукăпа практика конференцийĕнче сахал мар актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  Ĕҫлеме пултаракан ӳсĕмри арҫынсем вăраха кайса чирлессинчен сыхă тăмалла. Кăтарту тепре чухне пăшăрхантарать, ăнсăртран чире кайса ҫынсем вăхăтсăр хăйсен пурăнас ĕмĕрне татаҫҫĕ. Наци проектĕнче вара халăхăн пурнăҫне тăсма май паракан сахал мар комплекслă ĕҫсем йĕркелесе пыма майсем пур.

 Арҫынсем тепре чухне эрех-сăра, пирус туртаҫҫĕ. Тĕрĕс апатланманни, спортпа туслă пулманни – пурăнма чăрмав кӳрекен пайсем.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствинче штатра тăман тĕп специалистне Олег Аполихина Чăваш Ене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, регионти ĕҫсене пысăка хурса хакланăшăн  тав тунă, малашне те пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пырасси пирки каланă.  

Чăнах та ҫаплах, Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавĕн тытăмне сахал мар тĕрев паратпăр тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă регион Ертӳҫи.  Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ, ҫуралакансен йышĕ ӳсет, ашшĕ-амăшĕсене патшалăх енчен самай пысăк пулăшусем куҫаҫҫĕ. Кăҫал сывлăх сыхлавне – 21 млрд уйăрса хăварнă, социаллă политикăна вара 14 млрд пăхса хăварнă.   

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма мĕнпур условисем йышăнмаллине, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсма май паракан меслетсене те анлăн пурнăҫа кĕртсе пымаллине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

«Чирсене малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртассипе медицинăра вăй хуракансем лайăх ĕҫлеҫҫĕ. Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, ҫынсемпе ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесси.  Халăха хăйсен сывлăхĕ ҫине тимлĕх уйăрма вĕрентес ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Ҫулсерен диспансеризаци кăларатпăр граждансене. Мĕн ачаран пуҫласа ваттисем таранах сывлăха упрама май паракан мерăсем пирки пĕлтерсех пыратпăр», – тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.   

РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕн ҫумĕ Олег Салагай конференци ĕҫне хутшăннисем патне видеосалам янă. «Конференци ĕҫне Чăваш Енре ирттерме ăнсăртран йышăнман. Халăхăн сывлăхне упрассипе Чăваш Республики курăмлă ĕҫлет, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шупашкар хули РФ сывă хуласен йышĕнче тăрать», – палăртнă  вăл.  Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ҫывхарса килет, паян паллă пулăма палăртса ҫамрăк мăшăрсем пĕрлешнĕ, вĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ 2019 ҫулта ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшӳллĕн, сертификат парса чысланă ертӳҫĕсем.

Ӳлĕмрен сертификат мăшăрсене комплекслă медицина пулăшăвне  тӳлевсĕр илме ирĕк парать.  

Фоторепортаж



05 июля 2019
17:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter