Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Светлана Ананьевăна тав тунă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поблагодарил Светлану Ананьеву за вклад в социально-экономическое развитие Чувашской РеспубликиУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн пулăшуҫи пулма уйӑрса лартнă Светлана Ананьевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев Светлана Ананьевăна Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă.

«Республикăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕпе ҫыхӑннӑ мĕн­пур тӗллев йӗркеллӗн пурнăҫланса пынă. Федераци министерствисемпе ту­хăҫлă ҫыхӑнса ĕҫлени те куҫкĕретех. Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикине аталантарма май паракан ҫĕнĕ программа хатĕрленет», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  

Малашнехи ĕҫре Светлана Ананьева наци проекчĕсемпе ҫыхăннă пысăк программăсем мӗнлерех пурнăҫа кĕрсе пынине тĕрĕслесе тӑрĕ. Экономика, вак тата вăтам предпринимательлĕх ыйтăвĕсене те куҫ умӗнче тытӗ. 

«Сирĕн ӑсталӑхӑр пысăк, эсир - ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ. Ҫĕнĕ тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тӗлӗшпе те кăтартуллă ĕҫлессе шанатăп. Хăвăра шанса панă ĕҫе тивĕҫлипе пурнăҫласси пирки те иккӗленместӗп», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ. 

Светлана Ананьева хăйӗн ӗҫне пысăка хурса хакланăшăн Чăваш Ен Пуҫ­лăхне тав тунă. Чăваш Республикин Экономика министерствинче ĕҫлесе пухнă опыт ӑна ҫĕнĕ тĕллевсене пурнăҫа кĕртес ӗҫре пулӑшассине палӑртнă.   

Фоторепортаж



05 июля 2019
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter