Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрĕпе Павел Ивановпа тĕлпулу ирттернĕ

Министром экономического развития, промышленности и торговли Чувашской Республики назначен Павел ИвановУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрĕ пулма Павел Иванова уйӑрса лартни ҫин­чен калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Павел Иванов патшалăх службинче чылай ҫул ĕҫлесе пысӑк опыт пухнине, банк тытăмĕсенче те хăйне тивĕҫлипе кăтартнине асăннă.  

Чăваш Республикин Экономика министерстви умĕнче тӑракан пы­сăк тĕллевсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Пулас­лăхра региона ытларах инвестици явăҫтарассипе ырми-канми тă-рăшмаллине, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем уҫмаллине,  Канашра, Шупашкарта инфратытăма ҫĕнетмеллине, вак тата вăтам пред­принимательлĕх пайне витĕм кӳме тăрăшмаллине пӗлтернӗ Ертӳҫĕ ҫĕнĕ должноҫре ĕҫлекене.

«Раҫҫейри пысăк предприятисемпе килĕштерсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пымалла. Вĕсем пирĕн регионта производствăсем уҫчӑр тесе предпринимательсем валли хăтлă условисем йĕркелесе памалла. Ĕҫ тухăҫлăхĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмалла. Халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатмалла, ҫынсен тупăшне ӳс­терме майсем туса памалла.  Хамăрăн вăйлă енсемпе тĕллевлĕн усă курмалла, вӑйсӑртараххисене вара тивӗҫлӗ шая ҫите­рессишӗн ырми-канми ĕҫлемелле», тенӗ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Павел Иванов хăйне шаннăшăн республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă. «Хамӑн пĕлӳпе пултарулӑха пĕтĕмпех Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн усă курăп. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме пĕтĕм вăя хурса ĕҫлĕп», – тесе палӑртнӑ вăл.

Фоторепортаж



05 июля 2019
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter