Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсемпе ветеранĕсем тата пайҫисем!

Професси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Чӑваш Ен потребительсен кооперацийӗ ҫӗршыври коопераци юхӑ­мӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Нумай енлӗ ӗҫ-хӗле малалла аталантарса пынине, ӗмӗрхи йӑла-йӗркене тивӗҫлипе сыхласа упранине, инновацисене ӑнӑҫ­лӑн ӗҫе кӗртнине пула эсир Раҫҫей Центросоюзӗн тытӑмӗнче малти ретре тӑратӑр. 2018 ҫулхи ӗҫ-хӗлшӗн Чӑвашпотребсоюз регионти потребитель обществисен союзӗсен хушшинче хӑйӗн малти вырӑнне сыхласа хӑварчӗ – Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ-хӗл отраслӗсене тухӑҫлӑ аталантарнӑшӑн» ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑна тивӗҫрӗ.

Юлашки ҫулсенче Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем цифра экономикине хастарлӑн аталантараҫҫӗ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе инвестицисем хываҫҫӗ, ҫакӑ вӗсем ял территорийӗсен аталанӑ­вне хывакан тӳпе шайне палӑрмаллах ӳстерет. Коллективлӑ хуҫалӑхсем­пе, килти хушма хуҫалӑхсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине анлӑлатса эсир тӗп тӗллеве – ялта пурӑнакансене паха таварсемпе тата лайӑх шайри пу­лӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерессине – пурнӑҫлас тесе тата та тачӑрах пӗр­лешсе вӑй хуратӑр.

Сире тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн, социаллӑ яваплӑха туллин туйса тӑнӑ­шӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                     Михаил Игнатьев



05 июля 2019
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter