Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Чи кăмăллă та ăшă уявсенчен пĕринпе ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

 Ҫемье пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаҫи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Ҫемьере аслă ăрăва хисеплесси, ҫуралнă килпе Тăван  ҫĕршыва юратасси, пĕлӳ тата ҫутăлăхпа савăнăҫ патне туртăнасси никĕсленет. Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланассипе пулăшасси, ҫемьешĕн тата пуҫланă ĕҫшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, ҫывăх ҫынсене юратасси, Тăван ҫĕршыв патриочĕсене ҫитĕнтересси  пирĕншĕн йăлана кĕнĕ ҫемье хаклăхĕсем. Раҫҫейре тата Чăваш Енре ҫемье йăхран йăха куҫакан культура тата ăс-хакăл пуянлăхĕ. Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерес килет: «Ҫемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: ҫемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Ҫак пурлăха сыхласа пурăнăр. Ҫемьен лăпкă пурнăҫĕ пире пурнăҫ хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан ҫемьешĕн катаран килекен пурнăҫ синкерĕсем хăрушă мар».

 Хăвăрăн ҫемйĕрсене упрăр! Кашни кил-йышра телейлĕ те пурнăҫа юратакан ачасем ытларах пулччăр. Пурне те юрату, тăнăҫлăх, ырă малашлăх сунатăп. Амăшĕн куҫĕ телейпе тата савăнăҫпа ҫуталтăр, ашшĕ ывăл-хĕрĕн ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫлантăр, ача-пăча аслисене хаклама тата хисеплеме вĕрентĕр.

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                 Михаил Игнатьев



08 июля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter