Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă, Пуҫлăхсен кунне халалласа ирттернĕ спорт мероприятийĕсене ҫитсе килнĕ

Михаил Игнатьев приветствовал участников XII Дня главы и муниципального служащего муниципального образования Чувашской РеспубликиУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă. Пуҫлăхсен кунне халалласа ирттернĕ спорт мероприятийĕсене ҫитсе килнĕ.  

Мероприятине уҫнă тĕле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, медицина наукисен докторĕ, РАН корреспонденчĕ, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи «НМИЦ радиологии» ФГБУ филиалĕн директорĕ Олег Аполихин, Элĕк район администрацийĕн пуҫлăхĕ, Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени ертӳҫи Александр Куликов, Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Станислпв Николаев, РФ  профсоюз организацийĕсен регионти патшалăх учрежденийĕсенче ĕҫлекенсен уйрăмĕн председателĕ Василий Харитонов, район, хула администрацийĕсен ертӳҫисем  тата та ытти официаллă ҫынсем пухăннă.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелӳҫĕсене мероприятине ҫӳллĕ шайра ирттернĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Халăх пĕр-пĕринпе курса калаҫать, актуаллă ыйтусене те тепре чухне сӳтсе явма тăрăшать. Спорт вара сывлăха ҫирĕплетме витĕм кӳрет тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин наци проекчĕсене анлăн пурнăҫа кĕртме чĕнсе калать.   Апла пулсан, мĕнпур ыйтусене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пырас тесен, пурин те ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессишĕн тăрăшмалла. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене те тĕпе хумалла, вĕсемпе те кулленех ĕҫлемеллине каланă регион Ертӳҫи. «Пĕрле тăрăшсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Халăх влаҫра ĕҫлекенсене ĕнентĕр тесен, пирĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе тăратма тăрăшмалла. Тăван халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ырми-канми ĕҫлемелле», –  каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Патшалăх тĕревне пула, Чăваш Енре 600 яхăн проект пурнăҫа кĕрсе пырать. Вĕсем пĕтĕмпех халăхăн пуҫаруллă ĕҫĕсем. Ҫынсем пурнăҫ условине лайăхлатса пырассишĕн ĕҫлеҫҫĕ, тĕрлĕ паха сĕнӳсем тăратаҫҫĕ, пысăк мероприятисене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ. Пĕрлĕхре вăй, туслă пурăнсан, килĕшсе ĕҫлесен ҫитĕнӳсем пулаҫҫех тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пуҫлăхсен кунĕнче мероприятине хутшăннисем тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсене тивĕҫлипех кăтартса панă.   Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, малти вырăна «Паттăр пуҫлăх» номинацире Тăвайсем маттур пулнă, Анатолий Семенов ыттисене кая хăварнă. Иккĕмĕш вырăна Александр Петров ҫĕнсе илнĕ, Вăл Вăрмар районĕнчен. Виҫҫĕмĕш вырăна Денис Денисов тухнă, вăл Йĕпреҫ тăрăхĕнчен.

Ҫавапа утă ҫулассипе вара  Патăрьелсем мала тухнă. Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Рудольф Селиванов ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Иккĕмĕшне Шăмăршăсем ҫĕнсе илнĕ,  Владимир Денисов паха тĕслĕх кăтартса панă. Виҫҫĕмĕш вырăна Александр Куликов тивĕҫлĕ пулнă, вăл Элĕк районĕн администрацийĕн ертӳҫи.

Хутăш эстафетăра малти вырăна Патăрьелсем тухнă, иккĕмĕшне – Муркашсем, виҫҫĕмĕшне – Елчĕксем тивĕҫлĕ пулнă.   

Тутлă апат пĕҫерессипе Патăрьелсем тĕслĕхре пулнă, иккĕмĕш вырăна Шупашкар хули, виҫҫĕмĕшне Елчĕксем ҫĕнсе илнĕ.

Яланхиллех мала тухнисене дипломсем, медальсем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



08 июля 2019
06:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter