Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕнче пулнă, ĕҫпе юрă спорт уявне халăхпа пĕрле хутшăннă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев посетил Тихвинскую ярмаркуУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕнче пулнă, ĕҫпе юрă спорт уявне халăхпа пĕрле хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле медицина наукисен докторĕ, РАН корреспонденчĕ, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи «НМИЦ радиологии» ФГБУ филиалĕн директорĕ Олег Аполихин килсе ҫитнĕ. Уява ҫакăн пекех Раҫҫй Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ Елена Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин, Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ Татьяна Баранова, Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Игорь Николаев хутшăннă.

Пĕлме: Çĕрпӳри Тихвин ярмăркки хăçан пуçланса кайни пирки тĕплĕн пĕлтерни çук, анчах та чăвашсен паллă историкĕ Иван Кузнецов хăйĕн пĕр кĕнекинче çапла çырни пур: «1864 çулта Çĕрпӳ ярăмрккинче тĕрлĕ тавара 258 пин тенкĕлĕх сутнă, 1866 çулта — 130 пин, 1867 çулта — 454 пин, 1904 çулта — 118 пин тенкĕлĕх. 1827 çулта 55 200 тенкĕлĕх тавар илсе килнĕ, анчах та 52 пин тенкĕлĕх кăна сутнă…» — тенĕ. Ярмăрккăра ытларах пусма-таварпа сутă тунă, унсăр пуçне ун лапамĕ выльăх-чĕрлĕхпе те, апат-çимĕçпе те пуян пулнă.

Совет влаçĕн çулĕсенче Тихвин ярмăркки хăйĕн пĕлтерĕшне çухатма пуçланă. Телее, çĕнĕ ĕмĕрте вăл çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Çĕрпӳри Тихвин ярмăрккин пуянлăхĕ — культурăпа спортăн пуян программисем, кану мероприятийĕсем, тĕрлĕ енлĕ суту-илӳ.

Кăçал вăл тăватă кун — утă уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче иртнĕ. Çулталăкĕпех кĕтнĕ уяв провослави темине халалланă мероприятисемпе уçăлнă. Чăваш патшалăх академи симфони капелли, арçынсен «Артикаль» вокал арт-проекчĕ тата халăх пултарулăхĕн «Ярмаринка» фестивалĕ асăннă темăна пурнăçа кĕртнĕ.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ районта Театр кунĕпе асра юлнă. Ярмăрккă лапамĕ мĕн иртенпех юрă-кĕвĕпе, ташă-кулăпа янăраса тăнă. Кунта «Чăваш йăли-йĕрки» фестиваль ĕçленĕ, çавăн пекех «Тихвин майри» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ, унта наци тумĕсен коллекцийĕпе паллаштарнă хăнасене. Тата чăвашсен авалхи, ламран лама куçса паянхи куна çитнĕ Акатуйĕ кĕрленĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, Тихвин ярмăркки ҫулсерен хăй патне илĕртнине асăннă. Ытти регионсенчен те ушкăн-ушкăнăн ҫынсем пуҫтарăнса килнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ăстаҫăсем хăйсен ĕҫĕсемпе куракансене «тыткăнланине» те палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

«Пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен кăна ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулать. Пĕрлĕхре – вăй.    Чăваш Ен, Раҫҫей пуласлăхĕшĕн кашнин таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлемелле», тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.  Уява пуҫтарăннисене ăшшăн сумлă хăна Олег Аполихин саламланă.  «Мана питĕ кăмăллă, сирĕнпе пĕрле пĕр уявра халăхпа пĕрле савăнма. Телейлĕ ҫынсем, пурнăҫпа кăмăллă пулни те куҫкĕретех. Чи пахи – наци пуянлăхĕ. Халăхăн ырă йăли ламран-лама куҫса пынине курса ĕнентĕмĕр»,  тесе палăртнă профессор. Сăмах май, пухăннисене ҫемье кунĕ ячĕпе те саламланă, тулли ҫемье – патшалăх тĕрекĕ тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.   

Уява килсе ҫитнисене ытти официаллă хăнасем те саламланă. Çĕр ĕçченĕсене ака вăхăтĕнче хастар пулнăшăн, тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тунă, чи-чи маттуррисене наградăсем парса тивĕçтернĕ ертӳҫĕсем. 

Фоторепортаж



08 июля 2019
06:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter