Тутарстан Республикинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейри чăвашсен «Уяв» мероприятине хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Татарстане принял участие во Всероссийском празднике чувашской культуры «Уяв»Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Тутарстан Республикинче пулнă.

Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикин Президенчĕпе Рустам Миннихановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Икĕ регион хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем пирки тарăн сӳтсе янă уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.

Сумлă ертӳҫĕсем палăртнă кун Пĕтĕм Раҫҫейри чăвашсен «Уяв» мероприятине хутшăннă.

Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова хăйсен регионĕнче чăвашсене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Мĕн авалтан упранса пыракан йăла-йĕркене тытса пырас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн те ырланă ăна. Халăхсем пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнни куҫкĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Мăн асаттесемпе асаннесем ырă йăласене ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе пыни ҫав тери паха тĕслĕх тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ҫамрăксен ăс-хакăл тĕнчи ырă енне куҫса пыни те пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  «Пирĕн тĕллев – пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнасси. Ҫемье пуянлăхне упраса, ҫамрăксене ырă ĕҫсем тума вĕрентесси. Туслă ҫемьесенче кăна ҫĕршыва юрăхлă ачасем ӳсеҫҫĕ. Ҫемье – пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаҫи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Ҫемьере аслă ăрăва хисеплесси, ҫуралнă килпе Тăван ҫĕршыва юратасси, пĕлӳ тата ҫутăлăхпа савăнăҫ патне туртăнасси никĕсленет», тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Уяв» йĕркелӳҫисене палăртнă кун наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем: Дмитрий Самаренкин Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăлла организацийĕн председателĕ тата Аксумла районĕн пуҫлăхĕ Камиль   Гилманов. Вĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне парса хисеп тунă.  

Мероприяти хăнисене   Тутарстан Республикин Пуҫлăхĕ Рустам Минниханов тата Аксумла районĕн пуҫлăхĕ Камиль Гилманов саламланă. Чăваш патшалăх академийĕн юрăпа ташă ансамблĕ Тутарстан Республикин Тав ҫырăвне тивĕҫлĕ пулнă.

Паллă уява Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă. Чаплă юрă-кĕвĕсемпе кӳршĕллĕ регионта пурăнакансене пирĕн ентешсем ăшшăн саламланă.     

«Уяв» – мĕн авалхи чăвашсен паллă пулăмĕ. Ăна тирпейлĕн упраса ламран лама куҫарса пыраҫҫĕ, ҫитĕнекен ăрăва парнелеҫҫĕ, юрлама, ташлама, ватти-вĕттине хисеплеме, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма тупа тăваҫҫĕ. Мероприяти чăваш халăхне пĕр  чăмăра пухса, пĕр-пĕринпе туслă, хисеплесе пурăнма вĕрентет. Йăх-несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркисене те тытса пыма витĕм кӳрет, тăванлăх тенине ăса хывса пурăнма хистет, пĕрлĕхре пулма чĕнет.    

Фоторепортаж



08 июля 2019
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter