Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ҫемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа тата Амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе чысланă

Михаил Игнатьев вручил государственные награды Чувашской Республики – орден «За любовь и верность» и знак материнской славы «Анне»Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев туслă, ҫирĕп пурăнакан нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх наградисене парса чысланă.  

Паян мероприятине пухăннисене чи малтан вăл чи кăмăллă та ăшă уявсенчен пĕринпе – Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе чун-чĕререн саламланă. «Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ  кашни ҫын чĕринче вăл паллă вырăн йышăнса тăрать. Ҫывăх ҫыннăмăрсем ҫинчен аса илтерет, пĕрне-пĕри хисеплеме, юратса пурăнма хистет.   Кашни ҫынăн пурнăҫĕнче паллă кун тивĕҫлĕ вырăн йышăнать. Ҫирĕп ҫемье Чăваш Ен, ҫĕршыв пуласлăхĕ. Ҫемьесем тĕреклĕ пулсан, экономика та хăватлă аталанĕ.  Ҫамрăксем яланах ашшĕ-амăшĕсем пек пулма тăрăшаҫҫĕ, вĕсене тĕслĕх вырăнне хураҫҫĕ. Пур ҫавăн пек тĕслĕхсем, ăҫта ҫемье династийĕ 1000 ҫултан та иртсе кайнисем!» уйрăммăн палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Хаклă тупра вырăнне хурса, ҫемье ăшшине упрама пĕлмелле. Иван Яковлев, чăвашсене ҫутта кăлараканĕ каланă пек, пурсăмăрăн та унăн чĕнĕвĕсене ялан асра тытмалла. «Ҫемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: ҫемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Ҫак пурлăха сыхласа пурăнăр. Ҫемьен лăпкă пурнăҫĕ пире пурнăҫ хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан ҫемьешĕн катаран килекен пурнăҫ синкерĕсем хăрушă мар», – аса илсе хăварнă тепĕр хут вĕрентекенĕмĕрĕн сăмахĕсене  регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Енре пултаруллă ҫемьесем чылайăн пурăннине аса илсе хăварнă вăл. Вĕсем ҫитĕнекен ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ сăмаха тăсса.  2010-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ 145 мăшăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе 50 ҫул пурăнаканнисем «Юратупа шанчăклăхшăн» («За любовь и верность») ордена илме тивĕҫлĕ пулнине те асăннă вăл.   

Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа регионта сахал мар тĕрлĕ мероприятисем иртнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Районсемпе хуласенче халăх мĕнпур кăмăлтан мероприятисене хапăл тусах хутшăннине хыпарланă Ертӳҫĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче хаваслă лару-тăрура 45 ҫемьене  «Юратупа шанчăклăхшăн» («За любовь и верность») медаль парса чысланине те каланă вăл сăмаха май. Палăртмалла, хисепе 25 ҫул е ытларах пурăннисем тивĕҫлĕ пулнă.

«Ҫур ĕмĕр, алла-алăн тытăнса килĕштерсе пурăнакан ҫемьесем пуриншĕн те паха тĕслĕх. Ырă ҫемьесенче ҫĕршыва юрăхлă ачасем ӳссе ҫитĕнеҫҫĕ. Ҫемье ăшшине тытса тăма ҫăмăлах мар. Эсир ăна питĕ лайăх чухлатăр. Ҫемье – пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаҫи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Ҫемьере аслă ăрăва хисеплесси, ҫуралнă килпе Тăван ҫĕршыва юратасси, пĕлӳ тата ҫутăлăхпа савăнăҫ патне туртăнасси никĕсленет. Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланассипе пулăшасси, ҫемьешĕн тата пуҫланă ĕҫшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, ҫывăх ҫынсене юратасси, Тăван ҫĕршыв патриочĕсене ҫитĕнтересси пирĕншĕн – йăлана кĕнĕ ҫемье хаклăхĕсем пулнине эсир вара питĕ лайăх туятăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Амăшĕн мухтавĕн «Анне» хисеплĕ ята нумай ачаллă виҫĕ ҫемье тивĕҫлĕ пулнă паян.  Пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Сире ахальтен мар ҫемье вучахне тытса пыраканĕ теҫҫĕ. Кил-ҫуртри мĕн пур йывăр ĕҫ сирĕн ҫине куҫать. Эсир хăвăра шанса илнĕ ĕҫсене яланах яваплăха туйса пурнăҫлатăр. Пĕр ачана та пăхма ҫăмăлах мар, эсир вара иккĕ, виҫҫĕ, тăваттă, пиллĕк пепкене ура ҫине тăратса, тивĕҫлĕ граждансем пулма пăхса ҫитĕнтеретĕр», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ачасемпе ҫемьесене патшалăх енчен тĕрев пама 2019 ҫулта 8,6 млрд пăхса хăварма килĕшнĕ.  Малашне те социаллă ыйтусене татса пама кирлĕ пек виҫепе куҫса пырĕ пулăшу тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе йышăннă наци проекчĕсем пурнăҫа анлăн кĕрсе пыраҫҫĕ. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăха упрасси, пурăнма кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе парасси тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Мĕнпур проектсемпе ĕҫлеме 6 ҫул хушшинче пĕтĕмпе 77 млрд пăхса хăварнă.  Ача сачĕсем, шкулсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, культура ҫурчĕсем хăпартса лартасси, ҫулсене сарасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха май. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем халăх валли хатĕрлеме тăрăшмаллине те палăртнă Пуҫлăх.  

Туслăхра вăй, пĕрле килĕштерсе пурăнсан, ĕҫ те кал-кал каять.  Ырă йăла-йĕркесемпе Чăваш Ен халăхĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре. Атăлҫи федераци округĕнче ку енĕпе пушшех те кăтартусем аван, ҫемье уйрăлнă тĕслĕхсен шучĕ чи пĕчĕкки. Апла пулсан, мăшăрсем килĕштерсе пĕрне –пĕри юратса пурăнни куҫкĕретех. «Ҫемье пуянлăхне  яланах упранă, малашне те упраса пырăпăр», – тесе уҫăмлăн каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ҫемйĕрсене упрăр! Кашни кил-йышра телейлĕ те пурнăҫа юратакан ачасем ытларах пулччăр. Пурне те юрату, тăнăҫлăх, ырă малашлăх сунатăп тенĕ вăл. Амăшĕн куҫĕ телейпе тата савăнăҫпа ҫуталтăр, ашшĕ ывăл-хĕрĕн ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫлантăр, ача-пăча аслисене хаклама тата хисеплеме вĕрентĕр тесе палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ паянхи мероприятинче.  

Фоторепортаж



08 июля 2019
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter