Чăваш Енре ултă ҫул хушшинче 179 шкулăн спортзалне тĕпрен ҫĕнетме палăртнă

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттнернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсав тăвасси,  объектсене вăхăтра хута ярасси.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫулта пĕтĕмпе пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 82 шкула тĕпрен юсама май килнине асăннă, вĕсене валли 347,4 млн тăкакланине пĕлтернĕ. Кăҫал вара ку ĕҫе малалла тăснине хыпарланă министр, 98 объект валли пурĕ 612,5 млн уйăрса хăварнине хыпарланă вăл.  29 шкулта спортзалсене ҫĕнетме плана кĕртнĕ ытти вĕренӳ учрежденийĕсенче те сахал мар ĕҫсем пурнăҫлама план тунă тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкулăн ҫуртне реконструкцилеме тĕллев лартнă. Шупашкарти «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта   вĕренӳ учрежденийĕ 2020-мĕш ҫул тĕлне хута кайĕ. Ытти ĕҫсем те сахал мар палăртса хунă планпа килĕшӳллĕн. Етĕрнере, Куславккара, Канаш районĕнче объектсем ҫĕнелесси паллă. 2019 ҫул валли пурĕ 924,1 млн уйăрса хăварнă. Палăртмалла, вĕсенчен 600 млн федераци хыснинчен куҫать. Патшалăх программипе килĕшӳллĕн, 20182025-мĕш ҫулсем валли регионта ҫĕнĕ объектсем тума тата реконструкцилеме пĕтĕмпе 29 шкула палăртса хунă.  

Палăртмалла, 2020-мĕш ҫулсем тĕлне шкулсенчи спортзалсене тĕпрен ҫĕнетсе пĕтермелле. Вăл проектсене 2014 ҫулта «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Политика партийĕн пуҫарăвĕпе  тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕпе пурнăҫа кĕртсе пыма тытăннă. 2014–2018-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе республикăра 150 спортзал тĕпрен ҫĕнетнĕ, вĕсене валли 149,8 млн тăкакланă. «Кирек хăш шкулта та ачасем валли шкулсенче хăтлă условисем, спортри ăсталăха туптама та меллĕ майсем пулмалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Республикăра 2012–2017-мĕш ҫулсенче сахал мар ача сачĕсене ҫĕклесе лартнă. Виҫĕ ҫултан иртнĕ ачасене садике ҫӳреме ҫителĕкĕ вырăн пур регионта.  2018–2019-мĕш ҫулсенче ача садне – 16 хута яма плана кĕртнĕ. Шупашкарта – 10, Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Ҫĕрпӳре, Канаш хулинче пĕршер садик пулмалла, Ҫĕнĕ Шупашкарта вара икĕ объект хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Вĕсене пĕтĕмпех кăҫал пурнăҫа кĕртсе пĕтересшĕн.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наци проекчĕсемпе ĕҫлеме, вĕренӳ пайне чылай укҫа-тенкĕ тăкакланине асăннă. Пур-пĕрех хăш-пĕр объектсем ҫинче кăлтăксем хальлĕхе пур-ха тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Подрядчиксем хăйсене шанса илнĕ ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пыманни те сисĕнкелет, тепре чухне графикран юлса пыни те куҫкĕретех тесе сăмаха ҫавăрса каланă регион Пуҫлăхĕ.  Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене.  

«Объектсене пурин те вăхăтра хута ямалла. Пăтăрмахсем кăларса тăратма никамăн та ирĕк ҫук. Наци проектне тĕпе хурса, ача сачĕсенче пĕтĕмпе ҫĕнĕ ҫул валли 3 пин те 150 вырăн пулмалла», – тенĕ Пуҫлăх.   



09 июля 2019
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter