Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийĕн УФССП Чăваш Енри Управленийĕн ҫĕнĕ ертӳҫипе Анвар Закировпа тĕл пулнă

Главе Чувашии Михаилу Игнатьеву представили нового руководителя УФССП России по Чувашской Республике Анвара ЗакироваУтă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тĕп суд приставĕн ҫумĕпе – суд приставĕсен федерацин службин директор ҫумĕпе Денис Фирстовпа тата Раҫҫей Федерацийĕн УФССП Чăваш Енри Управленийĕн ҫĕнĕ ертӳҫипе Анвар Закировпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ҫĕнĕ должноҫри ҫынна ĕнер, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствин Приказĕпе ҫирĕплетсе лартнă.

Уҫă калаҫăва ертӳҫĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хутшăннă.       

Анвар Закиров юстици ĕҫĕнче 2001-мĕш ҫултанпа ĕҫлет. 2018 ҫулхи раштав уйăхĕнчен пуҫласа суд приставĕсен федераци службин регионти Управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫласа пынă пулнă. Унччен маларах вара вăл Раҫҫей УФССП Тутарстан Республикинчи Управленийĕнче тăрăшнă.

«Раҫҫей УФССП Чăваш Енри Управленийĕнче ĕҫлеме пуҫланăранпа ертӳҫĕ службăн кăтартăвĕсене пĕрре те чакарман. Ҫулсерен ӳсĕмсемпе палăрнă Управлени»,  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Денис Фирстов.  Пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пĕтĕмпе Управлени   3 млрд кая мар укҫа-тенкĕ пуҫтарнă, пĕрлештернĕ бюджета 1 млрд яхăн куҫарнине те хыпарланă ертӳҫĕ. Республика хыснине 100 млн хывма май килнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  «Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, кăтарту ҫав тери пысăках мар пулнине. Пуласлăхра пысăкрах ҫитĕнӳсем тума тăрăшăпăр»,  тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Анвар Закирова ҫĕнĕ должноҫе йышăннă ятпа саламланă, малашне те пĕр-пĕринпе тухҫлă ĕҫлесе пырасса шанса каланă.

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем суд приставĕсемпе патшалăхăн влаҫ органĕсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки анлăн канашланă.   Ку хутĕнче парăмсем пирки сăмах пуҫарнă май, алиментсем пирки те чарăнса тăнă.

Суд приставĕсенче, республика Правительствинче ĕҫлекенсен граждансен прависене хӳтĕлесси, тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăмаллине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Обществăра тăнăҫлăха упрасси, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртесси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнине каланă регион Пуҫлăхĕ. Патшалăхăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассишĕн, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлесе пымаллине тепĕр хут каласа хăварнă вăл.      

Фоторепортаж        



09 июля 2019
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter