Иван Моторин Сĕнтĕрвăрринче культурăна аталантарассипе йышăннă паха проект пурнăҫа епле кĕрсе пынипе паллашнă

Иван Моторин ознакомился с реализацией проекта «Культура малой Родины» в Мариинско-Посадском районеҪурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă. Унта вăл Шуршăл ял поселенийĕнчи ялти клуба тĕпрен юсав ĕҫне тунă хыҫҫăнхи лару-тăрупа кĕрсе паллашнă. Объект палăртса хăвармалла, тĕпрен ҫĕнелсе ылмашăннă. Икĕ уйăх хушшинче строительсем культура ҫуртне ҫав тери хитре юсаса ҫĕнетни куҫкĕретех.  «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн «Культура пĕчĕк тăван тăрăхра» федерацин проекчĕпе килĕшӳллĕн объекта юсанă. Ҫуртăн ҫивĕттине ҫĕнĕрен сарнă, ҫĕнĕ алăксем, чӳречесем лартнă, электричество тытăмне улăштарса ҫĕнетнĕ.  Объектăн строительство ĕҫне пĕр миллиона яхăн укҫа-тенкĕ тăкакланă.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ҫурта тĕпрен пăхса хакланă, «Илем» фольклор ушкăнĕнчи ҫынсемпе курса калаҫнă.  Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче асăннă  пултаруллăх ушкăнĕ Екатеринбургра, Уфара, Самарăра тата Раҫҫейри ытти регионсенче пулнине хыпарланă,  вĕсен ĕҫĕпе халăх чăнласах та кăмăллă тесе ҫирĕплетнĕ.   

Премьер-министр ялти вулавăша та кĕрсе тухнă, унти ĕҫ-пуҫпа та кăсăкланнă. Республика шайĕнче ирттернĕ чи лайăх культура ҫурчĕ конкурса ҫӳлерех асăннă учреждени ҫĕнтерӳҫĕсен йышĕнче тăнине каланă, вĕсем гранта тивĕҫнине хыпарланă, шăпах та вăл укҫа-тенкĕпе объекта илемлетсе хăтлăлатнине асăннă вăл.

Кăҫал объект умĕнче ҫĕнĕ лапам хута кайнă, унта пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан спорт хатĕрĕсене вырнаҫтарнă. Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников спорт уйрăмне ялти староста – Юрий Андреев парне вырăнне йĕркелесе панине пĕлтернĕ.  Пĕчĕк Камаево ялĕнче вăл ҫынăн сумĕ чăнласах та, сумлă тесе хакланă вырăнти ертӳҫĕ.  

«Тата та нумайрах ҫавăн пек пуҫаруллă граждансем пулсан, питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Ырă ҫынсем халăхшăн тăрăшни паллă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.  

Палăртса хăваратпăр, 2019 ҫулта ҫӳлерех асăннă парти проекчĕпе килĕшӳллĕн районти ытти ял тăрăхĕсенче те сахал мар ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Пĕлтĕр муниципалитетра пурĕ виҫĕ клуб тĕпрен юсанă. Палăртнă муниципалитета икĕ ҫул хушшинче объектсене ҫĕнетме, модернизацилеме, пурлăхпа техника базине пуянлатма  пĕтĕмпе 8 млн уйăрнă.  Парти проекчĕ пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳрет. Культура ҫурчĕсем тĕпрен юсанни, ҫынсен кăмăлне те уҫать.  Политика партийĕ проекта паллах, халăх ыйтнипе йышăнса хăварнă. Проект виҫĕ енлĕн аталанса пырать, вĕсем: «Вырӑнти культура ҫурчӗ», «Пĕчĕк хуласене театр»  тата «Театрсем – ачасене валли».

2019 ҫул вĕҫленнĕ тĕле Чăваш Республикинче ҫӳлерех асăннă проектпа килĕшӳллĕн, 31 культура ҫуртне тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртсе хăварнă.  

Фоторепортаж



01 августа 2019
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter