Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Физкультурăпа спортăн хисеплӗ ӗçченӗсемпе ветеранӗсем тата сывă пурнăç йӗркине тытса пыракансем!

Сире Физкультурник кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатăп!

Чăваш Республики – физкультура юхăмӗн йăлисем çирӗп спорт регионӗ. Пирӗншӗн пысăк çитӗнÿсен спорчӗ валли резерв хатӗрлесси те, массăллă спорта аталантарасси те пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Паян республикăра пурăнакансен 45 проценчӗ спортпа туслă. Вӗсем час-часах стадионсене, тренажер залӗсене, бассейнсене, физкультурăпа сывлăха çирӗплетекен комплекссене çÿреççӗ. Спортпа туслă çемьесемпе ӗç коллективӗсен, ачасен, ветерансен йышӗ çуллен хушăнса пырать. Спорт инфратытăмне аталантарни, усă курма меллӗ йӗркелени çапла тума май парать, ăна лайăхлатсах пыратпăр.

Пӗтӗм Раççейри тата пӗтӗм тӗнчери ăмăртусенче республика чысне ăнăçлă хÿтӗлекен спортсменсемпе тренерсем Чăваш Ен мăнаçлăхӗ пулса тăраççӗ. Вӗсен спортри хастарлăхӗ, пысăк ăсталăхӗпе кăтартăвӗсем, илемлӗ çӗнтерӗвӗсем пире рекордсем, çитӗнÿсем тума хавхалантараççӗ.

Хамăрăн ветерансене Чăваш Енри спорт юхăмне аталантарас ӗçе пысăк тÿпе хывнăшăн уйрăммăн тав тăватăп. Шăпах эсир республика паян мăнаçланакан йăласен никӗсне хывнă. Сирӗн тӗслӗх никӗсӗ çинче пулас чемпионсемпе спорт мастерӗсем çитӗнеççӗ.

Пурне те олимпиецсенни пек сывлăх, çӗкленÿллӗ кăмăл, нумай çул хастар пулма, хăвăрăн вăя шанма тата çӗнӗ çитӗнÿсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ                             Михаил Игнатьев



10 августа 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter