Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Енěн строительство отраслěн хисеплě ěҫченěсем тата ветаранěсем!

Сире професси уявě ячěпе пěтěм чунтан саламлатăп!

Строитель профессийě – обществăра чи кирлисенчен тата чи хисеплисенчен пěри. Сирěн ěҫěрěн кăтартăвě пирěн республика сăн-сăпатне улăштарать, хуласемпе ялсене ҫěнě сăн кӱрет. Эсир тăрăшнипе пурăнмалли хăтлă та илемлě ҫуртсем ҫěкленеҫҫě, социаллă сферăпа экономика секторě валли ҫěнě инфратытăм йěркеленет.

Чăваш Енěн строительство комплексěнче обществăра тивěҫлипе чыс-хисеп ҫěнсе илнě пысăк квалификациллě специалистсем, чăн-чăн ăстасем вăй хураҫҫě. Профессири ырă йăласене упраса, вăй парса пынă, инноваци технологийěсене ěҫе кěртнě, экологи енěпе хăрушлăхсăр ҫěнě йышши строительство материалěсемпе усă курнă май эсир наци проекчěсене пурнăҫлассине, граждансен пурнăҫне лайăхлатассине тивěҫтеретěр.

Сире профессионализмшăн, хăвăрăн ěҫěре парăннăшăн, Чăваш Ен ырлăхěшěн тăрăшса ěҫленěшěн чěререн тав тăватăп. Ҫирěп сывлăх, ăнăҫу, ыранхи куна шанма, пулас ăрусем те мăнаҫланмалли пысăк пěлтерěшлě ҫěнě проектсене пурнăҫлама сунатăп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев



11 августа 2019
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter