Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани

Чӑваш Ен тӗп хулин хаклӑ ҫыннисемпе хӑнисем!

Сире Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп!

Чӑваш Ен халӑхӗн пуян историйӗпе хӑйне евӗрлӗ культури Шупашкарпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. 550 ҫул хушшинче вӑл халӑх пурӑнакан пӗр пӗчӗк вырӑнтан республика тӗп хули таран ӳссе тӗрекленнӗ.

Паянхи Шупашкар – хӑватлӑ индустри центрӗ, унта республикӑн промышленноҫ комплексӗ вырнаҫнӑ. Унпа пӗрлех вӑл калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑрать.

Эпир сирӗнпе пӗрле Шупашкарӑмӑр тата та хӑтлӑрах пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр: парксемпе картишсене тирпей-илем кӗртетпӗр, ҫулсем хыватпӑр тата пысӑк микрорайонсем хӑпартса лартатпӑр, ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем уҫатпӑр, поликлиникӑсемпе больницӑсене юсатпӑр. Чылай ӗҫ тунӑ, анчах тумалли тата нумайрах.

Уяв ячӗпе сире, Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем! Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх! Хастар кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ ҫемьесем йышлӑланса пыччӑр, ашшӗ-амӑшӗ савса кӗтекен телейлӗ ачасем ытларах та ытларах ҫуралччӑр, вӗсенче – Атӑл ҫинчи хуламӑрӑн пуласлӑхӗ.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев



15 августа 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter