Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗпе саламлани

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем! Хисеплӗ педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗ! 

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Юратнӑ республикӑпа тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗр, ӑслӑ-тӑнлӑ та тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ, конкуренци пултаруллӑхӗллӗ тата яваплӑ ҫынна пӑхса ҫитӗнтересси – пирӗн пӗр­лехи тӗллевӗмӗр.

Хальхи саманана тивӗҫлӗ, паха тата юрӑхлӑ пӗлӳ – асӑннӑ сферӑри патшалӑх политикин тӗп принципӗ. Чӑваш Ен Правительстви вӗрентӳ ӗҫне кӑсӑклӑ кӑна мар, ҫав вӑхӑтрах хӑтлӑ та тӑвас тесе пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑсене пурнӑҫлать.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн республикӑра Етӗрне тата Шупашкар хулисенче ҫӗнӗ шкулсем уҫӑлчӗҫ, 29 ял шкулӗн спортзалне тӗп­рен юсанӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кванториум» тата Канашра «IT-куб» ачасене хушма пӗлӳ паракан центрсем ӗҫе кӗмелле, шкул ачисен пултарулӑхне цифра тата гуманитари тӗлӗшӗнчен аталантармалли «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем 40 шкулта йӗркеленмелле. Техникумсемпе колледжсем ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянланӗҫ.

Ҫак улшӑнусем халиччен пулман пысӑк та анлӑ «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫа кӗртнипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.

Мӗнпур вӗренекенпе студента вӗрентӳ дисциплинисене ҫине тӑрса алла илме, вӗрентекенсене – пысӑк ӑспа чӑтӑмлӑх тата педагогика ӗҫӗнче ӑнӑҫусем, ашшӗ-амӑшне – хӑйсен ачисен ҫитӗнӗвӗсем­шӗн савӑнма сунатӑп.

Иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑх тата вӗренӳ ҫулӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сире! 

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев



31 августа 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter