Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Нефтьпе газ промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫут ҫанталӑк газӗ экономика енчен тупӑшлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен вара таса топливо тӗсӗ шутланать, унпа производствӑра та, кулленхи пурнӑҫра та анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри предприятисемпе организацисен кал-кал ӗҫӗ, кунта пурӑнакан ҫынсен килӗсенчи ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх ытларах чухне «кӑвак ҫулӑмпа» вӑхӑтра тата пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑнинчен килет.

Нефтьпе газ комплексӗн ӗҫченӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ырми-канми ӗҫӗшӗн, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӗшӗн тата пысӑк яваплӑхӗшӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп, вӗсен ҫав ырӑ енӗсем газ валеҫекен сетьсемпе сооруженисене шанчӑклӑн ӗҫлеттернӗ чухне туллин палӑраҫҫӗ.

Отрасльте нумай ҫул ӗҫлесе пухнӑ хӑйсен паха опытне тата чӑваш газовикӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине ҫамрӑк ӑрусене тивӗҫлипе паракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.

Эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн юратнӑ республикӑн хулапа ял территорийӗсене тухӑҫлӑн аталантармалли чи хӑюллӑ плансене туллин пурнӑҫлама пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, хастарлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Михаил Игнатьев



31 августа 2019
07:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter