«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне тĕпе хурса Улатăр районĕн сиплев учрежденийĕн ача-пăча поликлиникине ҫĕнетеҫҫĕ

В рамках нацпроекта «Здоровье» ведется капремонт детской поликлиники Алатырской районной больницыЧăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр хулинче пулнă май, районти тĕп больницăн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнă. Регион Ертӳҫи тĕп сиплев учрежденийĕн ача-пăча поликлиникинчи юсав ĕҫĕпе кăсăкланнă. Объекта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне тĕпе хурса тирпейлесе пыраҫҫĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле объектсенче Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко, Улатăр хулин пуҫлăхĕ Николай Зайкин, хула администрацийĕн ертӳҫи Владимир Степанов пулнă.  

Больницăн тĕп врачĕ Наталия Минибаева ҫуртăн тĕпрен юсав ĕҫне  кăҫал ҫурла уйăхĕнче строительсем кӳлĕннине хыпарланă.  Вăл каланă тăрăх, раштав уйăхĕнче объекта тĕпрен юсаса ҫитерес ĕҫе вĕҫлемелле.  Малашне вара харăсах ачасен поликлиники пĕр сменăра 250 ҫынна йышăнма пултарĕ.  Михаил Игнатьев ЦРБ ĕҫ планĕпе кăсăкланнă, медицина хатĕрĕсем, специалистсем ҫителĕклĕ пулнипе пулманни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.

Хальхи вăхăтра район больницинче 87 тухтăр тăрăшать. Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ специалистсене явăҫтарассипе курăмлă ĕҫлет. 2014-мĕш ҫултан пуҫласа районти больница аслă шкулсемпе тачă ҫыхăнса килĕшӳ хучĕсене те сахал мар ҫирĕплетнĕ.  14 тĕллевлĕ договор тунă, тӳрех специалистсем аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан тăван тавралăха каялла таврăннă.   Кăҫал 5 ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Виҫĕ студент район больницин витĕмлĕхĕпе тӳлевсĕр аслă шкулта вĕренет. Кăҫал ҫамрăк тухтăр-кардиолог ĕҫе вырнаҫса, кĕске вăхăт хушшинчех ушкăнра сумлă хисепе ҫĕнсе илнине пĕлтернĕ аслă врач.

2019 ҫулта Улатăр районĕн тĕп больницине дефибриллятор монитор, рентгенотелевизионнăй аппарат тата ытти медицина хатĕрĕсем вырнаҫтарнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пысăк технологи сиплев учрежденийĕнче пурнăҫа кĕрсе пырать тенĕ тухтăр.  

Сиплев учрежденийĕшĕн тепĕр пысăк ыйту – автопарк ҫĕнетесси. Ыйтăва тĕрĕслеве илме шантарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Халăхăн пурнăҫĕ, сывлăхĕ пирĕншĕн чи хакли. Вĕсемшĕн тăрăшмалла, ҫаксем тĕп тĕллевсем», тенĕ регион Ертӳҫи.

Пĕлме: «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн районăн тĕп больницине тĕпрен юсама 2019 ҫул валли 27,6 млн пăхса хăварнă, ача-пăча поликлиникине ҫĕнетме 16,4 млн куҫать. Паллă пулăм  – утă уйăхĕнче ҫĕнĕ ФАП хута кайни. Пĕтĕмпе Улатăр районĕнче 15 ФАП ĕҫлет.  2013 ҫултан пуҫласа районта ҫĕнĕ 7 ФАП уҫнă. 2020-мĕш тата 2021-мĕш ҫулсенче муниципалитетра пĕрер ФАП уҫăласси те планра пур.  

Фоторепортаж

 



10 сентября 2019
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter