Сывлăх сыхлавĕнчи специалистсене хатĕрлесе кăларма вĕренӳ организацийĕсемпе Чăваш Енре пурĕ 600 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кун йĕркинчи  тĕп ыйтусенчен пĕрне – сывлăх сыхлавĕ пирки анлăн сӳтсе явнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ирттернĕ канашлури палăртнă сывлăх сыхлавĕнчи тĕп тĕллевсем ҫинчен тарăн канашланă.

Сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенори  ыйтусем малти вырăна тухаҫҫĕ, модернизациленесси  те кун йĕркинче тăрать. Апла пулсан, регион шайĕнче ятарлă программа пăхса тухса ҫирĕплетни те пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă ертӳҫĕсем.   

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫӳлерех палăртнă ыйтăва пурнăҫа кĕртме 2024-мĕш ҫулсем тĕлне пурĕ ҫĕршывра 237 млрд ытла укҫа пăхса хăварнă.  Регионти проекта пурнăҫлама асăннă тапхăр валли 298,6 млн тенкĕ уйăрнă.

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен ҫĕнетсе ылмаштарассипе республикăри районсенче тахҫанах ĕҫе кӳлĕннĕ ĕнтĕ. Темиҫе ҫул хушши ыйту тивĕҫлĕ шайра пурнăҫланса пырать тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳҫи. 2013–2018-мĕш ҫулсенче республикăра пĕтĕмпе хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 179 ФАП хăпартса лартнă, ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та 26 объект хута каясси планра пур.  

2016-мĕш ҫултан пуҫласа медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетме 2,5 млрд тенкĕ тăкакланă, ҫуртсене илемлетме, юсама вара 2 млрд пĕтернĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов поликлиникăсенче те пысăк технологи витĕмлĕхĕ вăй илсе пынине палăртнă.

«Пиллĕк ҫул хушшинче чăннипех те, мĕнпур учрежденисене тĕпрен ҫĕнетсе пĕтерме пултарайратпăр. Пирĕн наци проекчĕпе тĕллевлĕн ĕҫлемелле, унăн витĕмлĕхĕпе усă курмалла.  Хамăрăн программăсенчи мероприятисене пĕтĕмпех наци проектне тӳр килтермелле, кашни объекта кĕртсе хăвармалла, вĕсемпе муниципалитетсенче анлăн усă курмалла», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Кадр ыйтăвĕсем те кун йĕркинче ҫивĕч тăраҫҫĕ, вĕсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла, специалистсем ял тăрăхĕсенче ҫителĕксĕр пулни куҫкĕретех, апла пулсан пирĕнтен кашнин вĕсене сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене явĕҫтарассишĕн тăрăшмалла. Хальхи вăхăтра вĕрентӳ учрежденийĕсемпе 600 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ. Специалистсем вĕренсе тухсан, тӳрех ĕҫе вырнаҫасси те планра пур. Паллă, регионта ҫамрăк специалистсем ялсенче ĕҫлесе пурăнччĕр тесе чаплă условисем йышăнса хăварнă. Ятарлă программăсемпе килĕшӳллĕн 430 специалиста сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ĕҫлеме май туса панă.  Пур-пĕрех ыйту актуаллă шутланать-ха паянхи куна.

Ҫитес ҫултан пуҫласа наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, вăтам специалистсене вĕренсе кăларасси анлăн пурнăҫа кĕме тытăнассине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, мĕншĕн тесен мĕнпур дефицит специалистсенчен вĕсен пайĕ 30 процентран кая марри сисĕнет тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. 



10 сентября 2019
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter