Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халалласа Чăваш Енре 2015–2019-мĕш ҫулсенче пурĕ мемориал объекчĕсем 195 хута янă

В Чувашии в 2015-2019 годах открыто 448 мемориальных объектов, посвященных Великой Отечественной войне и локальным конфликтам Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр районĕнче. Унта вăл Чуварлей ялĕнчи Культура ҫурчĕн юсав ĕҫĕсене курса хакланă.

Улатăр районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая хăйĕн сăмахĕнче, палăртнă объект «Вырăнти культура ҫурчĕсем» федераци программипе килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă. Палăртмалла, программăна «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн пуҫарăвĕпе хута янă. Ҫуртăн шалти пайне тĕпрен юсаса ҫитернĕ, хутса ăшăтмалли тытăма ҫĕнетесси юлнă, фасад пайне илем кĕртесси пур-ха.

Клуб ҫывăхĕнче кăҫал ятарлă астăвăм комплексне ҫĕкленĕ, ăна «Вĕсем Ҫĕнтерӳпе таврăннă» тесе ят панă.  Вырăнти халăх питĕ пуҫаруллă пулнипе ҫакăн йышши ĕҫе йĕркелесе янă. Муниципалитетра инфратытăм кунран-кун ҫĕнелсех пырать.

Астăвăм палăкĕ ҫине паттăрăн ҫапăҫнă салтаксен ятне ҫырнă. Вĕсем Тăван ҫĕршыва тăшманран сыхласа хăварнă, каярах вара вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем иртсен чирлесе вăхăтсăр ҫĕре кĕнĕ. Курав ĕҫне йĕркелесе тăратма 610 пин тенкĕ тăкакланă. Вăл укҫаран 480 пин тенки республика хыснинчен тăкакланнă, ял поселенийĕн бюджетĕнчен 130 пин пĕтернĕ.  

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунă салтаксене сума сунса уҫнă астăвăм палăкне ĕмĕр асра тытса тирпейлĕн упраса пымаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Каҫ кӳлĕм халăха иртсе ҫӳреме объект таврашĕнче ҫутăпа тивĕҫтерсен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе каланă регион Ертӳҫи. Пĕр сăмахпа каласан, Культура ҫурчĕн территорийĕнче тирпейлĕх яланах хуҫаланмаллине асăрхаттарнă вăл.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа Чăваш Республикинче пысăк мероприятисем пулса пыраҫҫĕ. Палăртнă ĕҫе халăх та хастар хутшăнни куҫкĕретех. Граждансен пуҫаруллă проекчĕсене тĕпе хурса 20 объекта хута ямалла.  Палăксене, асăну вырăнĕсене ҫĕнетсе ылмаштармалла. Паттăрсен ятне ĕмĕр асра тытма ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пымалла.  Пĕтĕмпе Чăваш Енре 1392 мемориал объекчĕсем: палăксем, асăну хăмисем, обелисксем, астăвăм комплексĕсем. «Ĕмĕрлĕх вут ҫулăмĕ» тата ытти ятарлă вырăнсем халăхшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлисем.    Мĕнпур палăксемпе асăну вырăнĕсене культура ҫурчĕсенче ĕҫлекенсем, шкулсенче вăй хуракансем, хула, район администрацийĕсенче тăрăшакансем пĕтĕм кăмăлтан тирпейлесе тăраҫҫĕ, вĕсем пирки халăха ырăпа пĕлтерме пикенеҫҫĕ.

Фоторепортаж



10 сентября 2019
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter