2018-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх Шупашкар хулипе Елчĕк тата Вăрнар районĕсем ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче

 Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. 2018 ҫулхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх муниципаллă районсемпе хула округĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене – чи ăнăҫлă ĕҫлекеннисене тупса палăртассипе йышăннă ĕҫ хутне тĕпе хурса, грант уйăрса памалли виҫене палăртакан проекта ертӳҫĕсем паян ларура пăхса тухса йышăнса хăварнă.  

Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов хăйĕн сăмахĕнче 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн тишкерсе тухнине, Правительство комиссийĕ чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан муниципалитет пĕрлешĕвĕсене палăртнине хыпарланă.  

Хула округĕсем хушшинче пĕрремĕш ушкăна кĕнĕ муниципалитетсене: Шупашкар хулине – 2202,0 пин тенĕ, иккĕмĕш ушкăна кĕнĕ районсене: Елчĕксене – 1578,0 пин тенкĕ, Вăрнарсене – 1220,0 пин  тенкĕ тивĕҫтересси паллă.

Павел Иванов Правительство комиссийĕ районсемпе хуласен чи пысăк кăтартăвĕсене пăхса тухса хакланине асăннă.  Апла пулсан, малашне те ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет.         

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче уявсен, халăх йышлă хутшăнакан мероприятисен кунĕсенче лавккасенче эрех-сăра сутма чарни пирки те ыйтăва тарăн пăхса тухнă. Предпринимательсем çавнашкал кунсем нумаййине кура чылай тупăш çухатнине пула кăмăлсăрланни сисĕнкелет. Экономика аталанăвĕн министерстви тивĕçлĕ улшăнусем хатĕрленĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов вĕсемпе  тĕплĕн паллаштарнă, ӳлĕмрен уяв-мĕн иртнĕ чух эрех-сăра сутма кунĕпех мар, çав мероприятисем пуçланас умĕн икĕ сехет маларах чарĕç. Мероприятисем вĕçленнĕ хыççăн пĕр сехетрен чару сирĕлĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене аттестат панă кун вара эрех сутма юраман кунсен шутĕнчен пĕтĕмпех тухса ӳкĕ. Министр палăртнă тăрăх, хăш-пĕр муниципалитетра аттестатсем парасси çичĕ кун таранах тăсăлса пыни – лавккаçăсене сиен кӳрет. Правительство пуласлăхри ҫĕнĕ улăшăнусене ырланине кура  малашне пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласси куҫкĕретех.

Ҫĕнĕллĕх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене тимлĕх уйăрма ыйтать.  Енчен те вĕренӳ учрежденийĕсем планпа килĕшӳллĕн массăллă мероприятисене ирттерме йĕрке ҫирĕплетеҫҫĕ пулсан, 15 кун маларах та кун пирки хыпарласан питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Эрех-сăра сутакансен вара виҫĕ кун маларах асăннă пысăк мероприятисене ирттериччен граждансене тавара сутма юраманнине пĕлтермелле.

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркинчи ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



11 сентября 2019
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter