2019-мĕш ҫул вĕҫленнĕ тĕле Чăваш Енре ҫуртсем таврашĕнчи 250 территори ҫĕнелĕ, обществăлла вырăнсем – 30 пулĕҫ

250 дворов и 30 общественных пространств будет благоустроено в Чувашской Республике по итогам 2019 годаАвăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр хулинче пулнă. Унта Ертӳҫĕ «Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ пурнăҫа епле кĕрсе пынипе кăсăкланнă.   Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта йышăнса хăварнă «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» проект анлă пурнăҫа кĕрсе пырать. Муниципалитетсенче ҫуртсем таврашĕнче илемлĕх хуҫаланать, ятарлă лапамсем хута каяҫҫĕ, спорт хатĕрĕсене чылай вырнаҫтараҫҫĕ.  2019 ҫулта программăра республикăри 25 районпа хула хутшăнма кăмăл тунă.  Хула округĕпе муниципалитетсенче тăрăшакансем хапăл тусах халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.

Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле пурĕ Улатăр хулинче ҫуртсем таврашĕнчи 8 объекта ҫĕнетесси плана пур. Халăх йышлăн пухăнакан вырăна та тирпейлеме палăртнă, вăл ĕҫсем валли пурĕ 51,6 млн уйăрнă.   

Хальхи вăхăтра хулари Ленин урамĕнчи 41,43-мĕш №-лĕ ҫуртсем таврашĕнче калама ҫук ҫав тери чаплă условисем. Машинăсене лартма ятарлă вырăнсем, тротуарсем хута янă, ҫуртсем патне илсе пыракан ҫулсене те тĕпрен юсаса сарнă. Кунсăр пуҫне Улатăрти 118,120-мĕш №-лĕ нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче те тирпейленĕ, ачасене выляма лайăх лапамсем йĕркеленĕ, спорт уйрăмĕсем тунă. Халăх Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева пысăк ĕҫсем йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Хула ертӳлĕхĕ те граждансен ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх самай уйăрнине ҫирĕплетнĕ вĕсем сăмаха ҫавăрса.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ вырăнти ҫынсене тăван тавралăха тирпейлĕ упранăшăн, ҫуртсем таврашĕнче чечексем ешертнĕшĕн ырланă сăмах май,  ҫĕнĕ объектсене кулленех пăхса тăма чĕнсе каланă.  

Михаил Игнатьев хула ертӳлĕхне халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма хушнă. Енчен те граждансем хăйсем ĕҫлесен, тасамарлăхран та сыхă тăрасси куҫкĕретех пулĕ.  

Кăҫал республикăра халăхăн пуҫаруллă 623 проектне пурнăҫа кĕртме йышăннă, вĕсем муниципалитетсенчи инфратытăма ҫĕнетессипе ҫыхăннă. Ҫитес ҫул та асăннă программăпа ĕҫлесси паллă, халăх хастар хутшăнни пурсăмăра та савăнтарать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Улатăрта «Водоканал»  МУП ĕҫĕпе те кăсăкланнă. Чăваш Республикин строительство министрĕпе Алексей Грищенкопа, хула ертӳлĕхĕпе, предприятийĕн директорĕпе Валерий Шороновпа пĕрле объекта модернизацилессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  Объектăн хакне пăхса тухмаллине, проектпа смета ĕҫ хутне те хатĕрлемеллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче.

Пĕлме: Чăваш Республикинчи «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» программăна тĕпе хурса халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартас тесе чылай ĕҫ пурнăҫланă. Ҫуртсем таврашĕнче пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланать тесен те йăнăш мар. 2012-мĕш ҫултан пуҫласа муниципалитетсенче инфратытăма тĕпрен ҫĕнетсе пынă.   

2012–2018-мĕш ҫулсенче Ҫул-йĕр фончĕн витĕмлĕхĕпе республикăра ҫуртсем таврашĕнче 1276 объекта ҫĕнетнĕ, ҫулсем сарнă, кăтарту – 661  объектпа танлашать.

Чăваш Енре 2017-мĕш ҫултан пуҫласа «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проекта тĕпе хурса хушма мероприятисем чылай планра пăхса хăварнă. Ҫынсем те ҫак ĕҫе кӳлĕннĕ, чаплă сĕнӳсем тăратса витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.

2017–2018-мĕш ҫулсенче «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проектпа килĕшӳллĕн ҫуртсем таврашĕнчи 116 территорине илемлетнĕ, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче те чаплă условисем туса ҫитернĕ.  Асăннă тапхăрта проектсен витĕмлĕхĕпе халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене шута илсе тавралăха тирпей-илем кĕртссипе 41 объекта юсанă.   Пĕтĕмпе 2012–2018-мĕш ҫулсенче регионта ҫуртсем таврашĕнчи 1,4 пин ытла  лапамсем хăтлăланнă. 

Фоторепортаж



11 сентября 2019
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter