Чăваш Ен командисем Пĕтĕм Раççейри «Президент ăмăртăвĕсене» хутшăнаççĕ

Чăваш Ен командисем Пĕтĕм Раççейри «Президент ăмăртăвĕсене» хутшăнаççĕ. Тупăшусем Краснодар крайĕнчи «Смена» ача-пăча центрĕнче авăн уйăхĕн 4-26-мĕшĕсенче иртеççĕ. Пирĕн республика чысне Шупашкар районĕнчи Кукеç лицейĕн тата Етĕрнери 3-мĕш шкул командисем хÿтĕлеççĕ.

Спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне тест ыйтăвĕсем те хатĕрленĕ вĕренекенсем валли. Ачасем авалхи Олимп вăййи çинчен хатĕрленĕ ыйтусене хуравлаççĕ.

ПĔЛМЕ: Тупăшăва пурĕ 1900 шкул ачи хутшăнать.

 

Валентина СЕЛЕНИНА. 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 сентября 2019
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter