Шупашкарта ҫав тери чаплă та хăватлă техникăпа ЧЕТРА Т40.03 –бульдозер ҫĕнĕллĕхĕсемпе паллашнă

В Чебоксарах презентовали уникальную модель нового отечественного бульдозера – ЧЕТРА Т40.03Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЧЕТРА-2019 техникин операторĕсен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи уҫă чемпионатне хутшăннă. «ЧЕТРА» компани кун йышши мероприятине пĕрремĕш хут мар йĕркелесе ирттерет.  Ятарлă техникăсемпе ĕҫлекен специалистсен тавракурăмлăхне, професси пĕлĕвĕн шайне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ ҫакăн йышши мероприятисем.

Кăҫал хăйсен ăсталăхне кăтартса пама кăмăл тунисен йышĕ сахал мар пулнă. Вĕсем: Белгородран, Вологодскран, Кемеровскран, Курскран, Липецкран, Новосибирскран, Саратовран, Свердловск облаҫĕнчен, Алтай тата Пермск крайĕнчен, Саха (Якутия), Коми, Марий Эл, Тутарстан тата Чăваш Ен Республикисенчен, ҫавăн пекех Казахстан тата Узбекистан Республикисенчен те чылай специалист килсе ҫитнĕ.

Чемпионата пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев професси специальноҫĕсемпе ҫыхăннă мероприятисем пысăк технологисен вăрттăнлăхĕсемпе паллашма май параҫҫĕ, импорта улăштарассипе калăпланакан хамăр тăрăхри техникăсен пĕлтерĕшне анлăлатса пыма та пулăшаҫҫĕ тенĕ.

«Тракторсен завочĕ» Концерн ертӳлĕхĕ производствăна хăватлантарма сахал мар ĕҫленĕ.  Чăваш Енри пысăк предприятисем вăй илсе пыни те куҫкĕретех.  Ĕҫлекенсем кăмăллă, хăй вăхăтĕнчех шалăва илсе пыраҫҫĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.  

Пуҫласа чемпионатăн финалĕнче ЧЕТРА Т40.03 – бульдозер халăх умне тухнă. Асăннă техника пысăк технологи витĕмлĕхĕпе ĕҫлени те никамшăн та вăрттăнлăх пулман.

Кун пек капмар та пысăк техника Раҫҫейре урăх ҫук тесен те йăнăш мар.  Тĕнчере тата та  икĕ ҫĕршывра калăпласа кăлараҫҫĕ ҫакăн евĕр пысăк техникăсене. Чăваш Енри тавар кăҫал авăн уйăхĕнче Уралта хăйĕн ăсталăхне кăтартса пама та ĕлкĕрнĕ.   

Ҫĕнĕ техника тирпейлесе кăларас ĕҫ Концерншăн пысăк витĕм кӳресси паллă, промышленноҫ пайĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, патшалăх политикин ыйтăвĕсене те тивĕҫтерме аван пулĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ.   

«Машиностроительно-индустриальная группа «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей  Водопьянов пухăннă мĕнпур хăнасене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ пулăшнипе тĕнчипе паллă пысăк предприяти хăватланса кайрĕ тенĕ вăл.  Хăй вăхăтĕнчи йывăрлăхсене те тĕпрен пĕтертĕмĕр тенĕ предприяти ертӳҫи сăмаха ҫавăрса.

«Пиллĕк ҫул хушшинче Концерна аталантарса пымалли ҫирĕп плана пăхса тухса ҫирĕплетнĕ. Вăл ĕҫе ҫĕршыв, республика влаҫĕ сахал мар пулăшнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ чылай ыйтăва татса пачĕ.  Ют ҫĕршывсенчен пирĕн таварсем пĕрре те кая мар. Т40.03 бульдозер та ҫакнах ҫирĕплетет. Тĕнче шайне тухма пултарчĕ пирĕн техника», палăртнă Андрей Водопьянов.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче иртнĕ чемпионата ҫĕршыври чи пысăк промышленноҫ предприятийĕсенчен паха специалистсем килсе ҫитнĕ. Пурте пĕр-прин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă, усăллă ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ, пуласлăхра аталанса пымалли ҫул-йĕрсем пирки тарăн сӳтсе явнă. 

Фоторепортаж



13 сентября 2019
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter