Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрман ĕҫченĕсен кунĕ ячӗпе саламлани

Вăрман хуҫалăхĕн тата вăрман промышленноҫĕн

хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире пĕтĕм чунтан Вăрман ĕҫченĕсен кунĕпе саламлатăп!

Ҫак уява ҫут ҫанталăка хисеплекен пĕтĕм ҫын паллă тăвать. Пирĕн вăрмансем - ҫут ҫанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, республикăн халăх хуҫалăхĕн тĕп сыпăкĕ, пулас ăрусен экологи ырлăхĕн никĕсĕ.

Вăрмансемпе тухăҫлă усă курасси тата вăрман ресурсĕсене ҫĕнетсе пырасси «Экологи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсем шутланаҫҫĕ. «Вăрмансене сыхласси» наци проектне ĕҫе кĕртнĕ май вăрмансене сыхлама, каснă тата хăрнă йывăҫсен вырăнне ҫĕннисене лартма май паракан мероприятисене малашне те йĕркелĕпĕр. Пысăк ҫак проектсене ăнăҫлă пурнăҫласси сирĕн - вăрман хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен - ăсталăхĕнчен тата яваплăхĕнчен нумай килет.

Отрасльте тăрăшакансене тата ветерансене юратнă ĕҫе чунпа парăннăшăн тав тăватăп. Тăван тăрăхри ҫут ҫанталăка юратни пире аслă ăрусем халалланă пысăк пуянлăха упраса хăварма, малашне ăна тата та вăйлатса пыма май парасса шанса тăратăп.

Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсем, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме, телей, ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ 



13 сентября 2019
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter