Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕпе Игорь Зубовпа тата Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен ҫĕнĕ министрĕпе Виктор Шметковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с заместителем Министра внутренних дел Российской Федерации Игорем Зубовым и новым министром внутренних дел по Чувашской Республике Виктором ШметковымАвăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ Игорь Зубов Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕпе Виктор Шметковпа паллаштарнă.

Игорь Зубов хăйĕн сăмахĕнче  Виктор Шметков шалти ĕҫсен пайĕнче чылай ҫул ĕҫленине хыпарланă, вăл ăста ертӳҫĕ, паха опытлă ҫын пулнине каланă сăмаха малалла тăснă май. Сăмах май, Чăваш Ен «Хăрушлăхсăр хула» программăпа килĕшӳллĕн калаҫса татăлнă мĕнпур ĕҫсене туллин тивĕҫтернине те асăнса хăварнă  сумлă хăна. «Ку пирĕн пĕрлехи ĕҫ», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев Игорь Зубова хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫре пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав тунă. «Хăрушлăхсăр хула» программăна тĕпе хурса регионти мĕнпур муниципалитетсенче комплекслă ятарлă хатĕрсене вырнаҫтарнине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Чăнласах та, йĕркесĕрлĕхе ҫивĕч асăрхаса тăма пулăшаҫҫĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсем тенĕ вăл сăмаха май. Регионта нумаях пулмасть  ДНК-лаборатори хута кайнă, куншăн та Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумне – статс-секретарьне ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – обществăна йĕркелĕхпе тивĕҫтересси. Халăхăн, хăйсене сыхă тăнине ĕненмелле, вĕсен ыранхи куна шанса пурăнмалла. Республикăра обществăлла политика лару-тăрăвĕ те тăнăҫлă аталанса пырать.  Ҫынсене ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтересси, инвестици явăҫтарасси ҫӳллĕ шайра пурнăҫланать», – палăртнă Михаил Игнатьев. Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем тĕрлĕ комиссисен ĕҫĕсем пирки те сӳтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсем ҫинчен канашланă.   

Фоторепортаж



13 сентября 2019
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter