Пирĕн техника тĕрлĕ çĕршывра ĕçлет

Ĕнер Шупашкарта вăй агрегачĕсен заводĕнче бульдозеристсен чемпионачĕ иртрĕ.

Ăмăртăва Казахстанран, Узбекистанран тата Раççейри 15 регионтан килнĕ 24 çын хутшăнчĕ. Вĕсем Трактор заводĕнче туса кăларнă бульдозерсемпе ăмăртрĕç. Чăваш Ен чысне "Дорэксра" ĕçлекен Владимир Павлов хÿтĕлерĕ. Ăстасен ăсталăхĕпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

- Пирĕн заводра вăйлă техника туса кăлараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕршывра тата тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ. Ку ăмăрту ĕç профессийĕсене аталанма, çамрăксене заводсене илĕртме май парать, - терĕ вăл.

Ăмăртăва хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, ĕçлĕ хутшăнусене cÿтсе яврĕç. 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
13 сентября 2019
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter