Чăваш Енре 2021-мĕш ҫулччен «Вăрмансене сыхласси» регион проекчĕ валли «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 317млн пăхса хăварнă

До 2021 года в Чувашской Республике на региональный проект «Сохранение лесов» нацпроекта «Экология» предусмотрено 317 млн рублейАвăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре вăрман хуралĕнче тăрăшакансен Спартакиадăн торжествăлла пайне хутшăннă.

Кăҫал ăмăртусенче пурĕ 14 команда тупăшма кăмăл тунă. Вĕсенчен кашни хăйсен ăсталăхне ҫӳллĕ шайра кăтартса пама пикеннĕ. Пĕтĕмлетӳ тунă тăрăх, Чăваш Енри Ҫут ҫанталăк  министерствин туслă ушкăнне ҫитекенни пулман, вĕсем пурне те кая хăварса малти вырăна йышăннă.  

Спорт мероприятине Сĕнтĕрвăрри районĕнче ирттернĕ, Атăлăн ҫыранĕ хĕрринчи уҫланкăра вăрман хуҫалăхĕнче вăй хуракансем спортăн тĕрлĕ енĕпе мала тухассишĕн хĕрӳ тупăшнă. Палăртмалла, мероприятисене сăмаха май, вăрман хуҫалăхĕн тата вăрман промышленоҫĕн ĕҫченĕсене халалланă.

Уява пухăннисене палăртнă кун Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Николай Косулин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, финанс, налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Патшалăх Канашĕнчи Комитетăн председателĕн ҫумĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева ăшшăн саламланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев спорт мероприятине пухăннисене саламланă май, отрасльте тăрăшакансене тата ветерансене юратнă ĕҫе чунпа парăннăшăн тав тунă, тăван тăрăхри ҫут ҫанталăка юратни аслă ăрусем халалланă пысăк пуянлăха упраса хăварма, малашне ăна тата та вăйлатса пыма май парасса шанса тăратăп тенĕ. Пурне те ҫирĕп сывлăх, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсем, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме, телей, ырлăх суннă вăл. Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене  регион Ертӳҫи патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

 «Чăваш Енри мĕнпур лаптăксенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ вăрмансем. Вĕсене упрассишĕн пирĕн ырми-канми тăрăшмалла. Вăрмансем - ҫут ҫанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, республикăн халăх хуҫалăхĕн тĕп сыпăкĕ, пулас ăрусен экологи ырлăхĕн никĕсĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вăрманҫăсене саламланă май.  

Экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе юлашки пиллĕк ҫул хушшинче Чăваш Ен Раҫҫейри ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă субъекта кĕрсе юлнă. Апла пулсан пурсăмăр та, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех тесе ҫирĕплетсе каланă сăмаха тăсса регион Ертӳҫи.

Вăрмансемпе тухăҫлă усă курасси тата вăрман ресурсĕсене ҫĕнетсе пырасси «Экологи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсем шутланаҫҫĕ. «Вăрмансене сыхласси» наци проектне ĕҫе кĕртнĕ май вăрмансене сыхлама, каснă тата хăрнă йывăҫсен вырăнне ҫĕннисене лартма май паракан мероприятисене малашне те йĕркелесси планра пур. Ыйтусене туллин татса пама проекта пурнăҫа кĕртме 20192021-мĕш ҫулсем валли 317 млн пăхса хăварнă бюджетра.

2018 ҫулта республика хыснинчен вăрмансене сыхлама май паракан ятарлă техника таврашне туянма 53,5 млн тăкакланă. Кăҫал та регион проекчĕсене пурнăҫа кĕртме чылай ĕҫ пăхса хăварнă. Хуҫалăхăн пурлăхпа техника базине пуянлатни паллă, вăрмансем ҫуннă тĕслĕхсен шучĕ чакни те куҫкĕретех. 2018 ҫулта пачах та пушарсем вăрманта пулманни вара пурсăмăра та савăнтарать. «Вăрман хуралĕ» проект анлăн пурнăҫа кĕнĕ. Объектсене видеосăнав вырнаҫтарнă. Специалистсем кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе тăраҫҫĕ вăрмансене. Кăҫал видеосăнавсене Улатăрта, Йĕпреҫре, Шупашкар тăрăхĕсенчи вăрмансене вырнаҫтарса хăварма плана кĕртсе хăварнă.    

Юлашки 25 ҫул хушшинче пуҫласа 2018–2019-мĕш ҫулсем валли федераци хыснинчен 39,2 млн куҫарса панă регионти вăрман хуҫалăхне. 2020-мĕш ҫулсем валли вăрмансенче тĕпрен тишкерӳ ĕҫне йĕркелеме палăртса хунă, объектсене упрассипе ҫыхăннă проектсен ĕҫне вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă.  

Фоторепортаж



16 сентября 2019
06:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter