Чăваш Енре пурăнакансенчен 13 проценчĕ ытла грипран прививка тума та ĕлкĕрнĕ

Грипа хирҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕсем пирки паян, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, муниципалитетсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ларура тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов грипа хирĕҫ кĕрешессинче вак­цинациленни халăха вăраха кайса чирлессинчен пăрать тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Кăҫал республикăра пурăнакан халăхран 48 процентĕнчен кая мар прививка тумалла. Медицина организацийĕсем предприятире тăрăшакансемпе договорсем ҫирĕплетеҫҫĕ. 2019 ҫулăн авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне  пурĕ  2542  вакцина дозине илме заявка тăратнă.  Пурĕ республикăра 869 ятарлă пӳлĕмсем хута янă, кунсăр пуҫне тухтăрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран асăрханса прививка ĕҫне туса ирттерме плана кĕртнĕ.  Ятарлă 160 бригада хатĕрлесе тăратнă регионта.  Палăртмалла, планпа пăхса хăварнинчен 13 проценчĕ прививка витĕр тухса та ĕлкĕрнĕ. Республикăна пĕрремĕш партипе «Совигрипп» ятлă вакцина илсе килнĕ. Юпа уйăхĕнче тата та тепĕр парти килсе ҫитесси паллă.

 Кăҫал грипа тата ОРВИпе кăрлач уйăхĕн вĕҫĕнче е тата нарăс уйăхĕн пуҫламăшĕнче ытларах халăх аптрама пултарĕ. Сиплев учрежденийĕсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырăн хатĕрлесе тăратнă.  Енчен те халăх хушшинче чир-чĕр анлă сарăлас пулсан, 1529 койка  хушма вырăн та йĕркелесе хума тĕллев лартнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳлерех асăннă ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Граждансем патне хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерме чĕнсе каланă. «Халăха вакцинăсен пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса памалла. Апла пулсан, вăхăтра грипран прививка туни, чирлессинчен асăрхать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   



16 сентября 2019
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter