Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле районĕнче пулнă, Çĕмĕрле хула кунне халалланă уява хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил шумерлинцев с Днём города ШумерлиАвăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле районĕнче пулнă, Çĕмĕрле хула кунне халалланă уява хутшăннă.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем хулан ятарлă лапамĕнче тата культурăпа кану паркĕнче иртнĕ. Унта муниципалитетăн тĕп ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан куравсем йĕркеленĕ, халăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă, граждансен пуҫаруллă проекчĕсем пирки тĕрлĕ лапамсем хатĕрлесе тăратнă.    

Регион Пуҫлăхĕ хулан хутлăхне курса хакланă, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаҫнă, ҫĕнĕлĕхсене пăхса тухнă.  

Мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха  саламланă май, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чысланă.  

Муниципалитетра пурăнакансем, хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫласа пынине кура, Ҫĕмĕрле кунран-кун вăй илсе хитреленсе пынине асăннă вăл. Транспорт инфратытăмĕ хăватланса пырать, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕ модернизациленни те куҫкĕретех тенĕ Пуҫлăх.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин наци проекчĕсене йышăнса хăварнă, ăна тĕпе хурса регион шайĕнче те тĕрлĕ программăсене хăватлă пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Регионти проектсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Объектсене хăпартса лартма сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

 В 2017–2019 ҫулсенче Ҫĕмĕрле хулине пĕтĕмпе 1,3 млрд тенкĕ уйăрнă.  Кăҫалхи ҫула валли 473 млн пăхса хăварнă, 2018-мĕш ҫулхинчен кăтарту 1,3 хут нумайтарах.

Кăҫалхи ҫул пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра шалу укҫисен кăтартăвĕсем тăрăх, Ҫĕмĕрле малта пыраканнисенчен пĕри, уйăхри вăтам ĕҫ укҫин виҫи вĕсен 21 процента ҫити хăпарнă.   

Ҫуртсем таврашне тирпей-илем кĕртес ĕҫе те бюджетран чылай укҫа куҫать.   «Тата та ĕҫлемеллисем пур-ха. Ҫуртсем таврашĕнче спорт уйрăмĕсем те пулмалла. Обществăлла вырăнсенче халăха канма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Ҫурт-йĕр тата хулан хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тата халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене тĕпе хурса 2024-мĕш ҫулсем тĕлне мĕнпур ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланмалла тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.  

Хулари предприятисен ертӳҫисене муниципалитетăн  тата республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Граждансем ĕҫе юратни, тăван тавралăха хисеплени куҫкĕретех тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса, пĕрлехи ĕç çитĕнӳ тума пулăшасса палăртнă.  

Ҫмĕрле халăхне палăртнă кун хула пуҫлăхĕ Сергей Яргунин тата хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Григорьев ăшшăн саламланă.  Саламсем ҫумне ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Сергей Мельников тата Леонид Лукин хутшăннă. Предприяти, организаци ертӳҫисем те уявра ăшă сăмахсем каланă мероприятине пухăннă мĕнпур халăха.

Тĕп мероприятийĕн официаллă пайĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.    

Фоторепортаж



16 сентября 2019
07:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter