Планеркăна пухăннисене Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен ҫĕнĕ министрĕпе Виктор Шметковпа паллаштарнă
Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисене Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен ҫĕнĕ министрĕпе Виктор Шметковпа паллаштарнă. Палăртмалла, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2019 ҫулта авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса Указпа ҫирĕплетнĕ.
«Патшалăх программисене пурнăҫласа, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Ҫĕнĕ ертӳҫĕне регион Пуҫлăхĕ республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе, федераци службисенче тăрăшакансемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсемпе килĕшсе ĕҫлеме, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе каланă.
Виктор Шметков регионти ĕҫ-пуҫпа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе, ҫитес вăхăтрах мĕнпур районсемпе хуласене ҫитсе килме, унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма плана кĕртнине хыпарланă паянхи канашлура. «Пĕрле ĕҫлĕпĕр, йĕркесĕрлĕхсене тупса палăртассипе тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕпĕр. Хăшĕ-пĕрисене критиклеме те тивĕ, хамăра та критиклесси пулĕ, пĕрне-при ăнланса тухăҫлă ĕҫлессишĕн тăрăшмалла», – тенĕ вăл.