«Пĕчĕк комплектлă шкулсенче те хуҫалăхпа пĕлсе тата тĕллевлĕн усă курса пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Важно рационально организовать учебный процесс и управление хозяйством в малокомплектных школах»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕмĕрле районĕнче пулнă май, Хутарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн ĕҫĕпе паллашнă.

Республика Пуҫлăхĕ шкулти пӳлĕмсене кĕрсе тухнă, ачасене вĕренмелли условисене курса хакланă.  Пуласлăхри тĕллевсем пирки ыйтса пĕлнĕ, ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫламалли ҫинчен те ыйтăва хускатнă.  

Вĕренӳ учрежденийĕн директорĕ Зинаида Макарова хальхи вăхăтра ҫурта юсама ирĕк паракан проектпа смета ĕҫ хучĕсене хатĕрлес ĕҫ пынине хыпарланă.  Планра шкулăн чӳречисене те тĕпрен ылмаштарма пăхса хăварнине асăннă вăл.  Республика бюджетĕнчен 20 млн тивĕҫесси те паллă тесе хыпарланă шкулăн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче.

Михаил Игнатьев ĕҫ хучĕсем ҫине кăна тимлĕх уйăрни ҫителĕксĕр, демографи лару-тăрăвне те тĕпе хумалла тесе каланă вырăнти ертӳҫĕсене. Шкулта паянхи куна пурĕ 121 вĕренекен шутланса тăрать.  Ҫурта пуласлăхра пĕчĕклетсен те аван, ҫавна май уйрăм пӳлĕмсене пĕрлештерсе хăтлăрах классем йĕркелесе хăвармалла тенĕ вăл. Вĕренӳ учрежденийĕн ҫуртне юсанă чухне пĕтĕмпех ыйтусене туллин пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварма чĕнсе каланă.  

«Вăхăт иртнĕ ҫемĕн демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пырĕ.  Наци проектне шăпах та, ҫак ыйтăва татса парас тĕллевпе йышăнса хăварнă. Пулас ăру валли мĕнпур шкулсене туллин упраса хăвармалла, шкулсемпе хальхи вăхăтра пĕлсе усă курса пымалла», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж 



16 сентября 2019
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter