Шупашкара чылай регионтан пухăнĕç

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хатĕрленсе ирттерес ыйтупа ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

Унта Чăваш Енри кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, федерацин Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Станислав Белков, хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн ĕçченĕ Степан Кириллов, спорт ветеранĕсем Петр Сидоровпа Зинон Иванов тата ыттисем хутшăнчĕç.

— Пĕлтĕр турнир аван иртрĕ. Помост çинче чылай регионтан килнĕ спортсменсем вăй виçрĕç. Мастерсен турнирĕ пулнă май кăçал та пăхаттирсен йышĕ пысăк пулатех, — терĕ Юрий Михайлович. Вăл турнирăн ят-сумне ÿстерес тĕлĕшпе пирĕн ентеш — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, вăлах ăмăртăвăн тĕп судйи, нумай тăрăшнине палăртрĕ.

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта «Хыпар» ăмăртăвне Пĕтĕм Раççейри спорт календарьне кĕртнĕ, унта лайăх кăтартупа палăракансем РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçĕç. Арçынсем — 63, 68, 73, 85 тата 85 килограмран пысăкрах, хĕрарăмсем 63 тата 63 килограмран пысăкрах виçесенче кĕрешĕç. Тупăшăва 14 çултан аслăрах яшсемпе хĕрсем те хутшăнĕç.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир кăçал юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртет.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
17 сентября 2019
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter