Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куба Республикин Посольствин ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Херардо Пеньяльвер Портальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с  Полномочным Послом Республики Куба в Российской Федерации Херардо Пеньяльвером Порталем   Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче  Мускавра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куба Республикин Посольствин ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Херардо Пеньяльвер Портальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев хутшăннă.  

Тĕлпулура ертӳҫĕсем Чăваш Республикипе Куба хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки тарăн сӳтсе явнă.  

Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Куба хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну ырă йăлара пулса тăнине асăннă. Сăмах май, 1989 ҫулта Шупашкарти «МНТК «Микрохирургия глаза им. акад. С.Н. Федорова» специалисчĕсем Куба Республикинче ĕҫлĕ визитпа пулнине, ҫĕнĕ технологисем пирки вĕсене вĕрентме пултарнине палăртнă. Куҫ тухтăрĕсем Чăваш Енĕн паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫленине те каласа хăварнă вăл.

Херардо Пеньяльвер Порталь ҫак сăмахсене тепĕр хут ҫирĕплетнĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени медицинăри ытти енсенче те чылай пысăк кăтартусемпе палăрса пыма витĕм кӳнине каланă сăмаха май.

Хальхи вăхăтра тата та ҫĕнĕ вăй-хăватпа ĕҫлесе пыма ҫул-йĕрсем уҫăлса пыраҫҫĕ.  Херардо Пеньяльвер Порталь хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри  «ЧЕТРА», «Промтрактор» тата ытти  предприятисемпе ӳлĕмрен те ĕҫлесе пыма хатĕррине хыпарланă.  Куба партнерĕсене энергетика тата транспорт енĕпе ҫыхăннă проектсем те кăсăклă тесе пĕлтернĕ вăл.  

Культура енĕпе те ҫыхăнусем анлăланса пыраҫҫĕ. Гуманитари енĕпе ĕҫсене вăй илтерсе пырас тĕллевпе, регионта пурăнакансене ытларах ҫӳлерех асăннă республика пирки пĕлтерес, ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пырас тĕллевпе Кубăпа Раҫҫей обществин туслăхĕн регионсен хушшинчи обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ, кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ тĕп уяв мероприятине, хăйĕн ҫемйипе килсе курма кăмăл тунă ҫурла уйăхĕнче. Куншăн вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă региона йыхравланăшăн.

«Тав Сире, пире Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнĕ ятпа ирттернĕ чаплă уява йыхравланăшăн.  Ун чухне эпир предприятисенче кăна пулса курмарăмăр, мероприятисен анлă программисемпе килĕшсе йĕркеленĕ куравсене те ҫитсе куртăмăр, хулапа тĕплĕн паллашса кăмăла уҫрăмăр. Куба Республикин пултарулăх ушкăнĕсем Чăваш Енре пурăнакансене хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕҫ. Пĕрле эпир Шупашкар хулине 550 ҫул, Гаван хулине 500 ҫул, Раҫҫей обществипе Куба туслăхне 55 ҫул тултарнине анлă уявларăмăр.  Эпир шансах тăратпăр, малашне те Чăваш Республикипе Куба пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлессине. Тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну та анлăланса пырассине ĕненетпĕр», - палăртнă Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ  Херардо Пеньяльвер Порталь.

Фоторепортаж



19 сентября 2019
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter