Кăҫал Чăваш Енре ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне пĕрремĕш класа 16 пин ытла ача килнĕ

Школы Чувашии в наступившем учебном году примут почти 16 тысяч первоклассниковАвăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Паян ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнă ятпа пурне те ăшшăн саламланă регион Ертӳҫи. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма, пысăк кăтартусем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, сăмаха май, кăҫал вĕренӳ ҫулĕнче пĕрремĕш класа килекенсен йышĕ самай ӳснине те хыпарланă.   Пĕлӳ кунне регионта епле хатĕрленсе ҫитни пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тĕплĕнрех каласа кăтартнă.

Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне ăс пухма 138700 ача килнĕ, 2018 ҫлта кăтарту – 137858 танлашнă. Пĕрремĕш хут парта хушшине  15992 вĕренекен ларнă, 2018 ҫулта – 15695 ача пĕрремĕш класа килнĕ. Республикăри техникумсемпе колледжсене 26903 студент пĕлӳ пухма пухăннă, вĕсенчен пĕрремĕш курса 7221  ҫын вĕренме килнĕ.

Аслă пĕлӳ илме май паракан вĕренӳ учрежденийĕсене 32568 студент вĕренме кĕнĕ.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕлӳ кунне республикăри 28 шкулта паллă тунă. Вĕсем: Элĕкре, Патăрьелĕнче, Ҫĕмĕрлере, Тăвайĕнче тата Канаш хулинче.  Ытти 395 шкулта паян хаваслă уявсем иртнĕ.

Сергей Кудряшов министр регионти мĕнпур шкулсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне туллин хатĕрленсе ҫитнине палăртнă хăйĕн докладĕнче. Вĕренекенсене тӳлевсĕр кĕнекесемпе тивĕҫтернине те хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2019 ҫулта республика хыснинчен вĕренӳ тытăмне вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма 222,6 млн пăхса хăварнă. Шкулсене хăрушсăрлăпа тивĕҫтерессипе ятарлă хатĕрсем чылай илнине те асăннă министр. Вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттерме сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланине палăртнă ертӳҫĕ. Шкулсен пурлăхпа техника бази пуянланса пыни те куҫкĕретех. Кунсерен шкул автобусĕсемпе 12 пин ачана вĕренӳ учрежденийĕсене илсе ҫитереҫҫĕ. «Паян Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕ тухнă.   Ҫитес кунсенче тата та ҫĕнĕ автобуссем региона килсе ҫитесси паллă. Вунă ҫул ытларах ҫӳренĕ техника кулленех ҫĕннипе ылмашăнĕ», –  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан ыйтусенчен пĕри – вĕренӳ пайне ҫĕнĕ пултаруллă ҫамрăк  вĕрентекенсене явăҫтарасси пулнине палăртнă, уйрăмах ыйту ял тăрăхĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Кăҫал ача сачĕсене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ техникăсем те килсе ҫитессине хыпарланă регион Ертӳҫи. Апатлантарма ачасене валли условисем лайăх та чаплă пуласси паллă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Енчен те ача сачĕсене 50 та ытларах шăпăрлан ҫӳрет пулсан, вăл учрежденийĕсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ техникăсемпе пуянланасси паллă. Авăн уйăхĕ вĕҫлениччен ҫак ĕҫ пулса пымалла. Апла пулсан учрежденисем 100 процента яхăн ҫĕнелĕҫ», – тесе ҫирĕплетсе каланă Сергей Кудряшов.  

Палăртса хăваратпăр, кăҫал ҫурла уйăхĕнче регионта ҫĕнĕ икĕ шкул хута кайнă, вĕсем: Етĕрнере тата Шупашкарта.     Вĕренӳ учрежденийĕсем ҫав тери пысăк та илемлĕ.   Паян вара Пĕлӳ кунĕнче, Шупашкарта  «Волжский-3» микрорайонта 1100 ача вырнаҫмаллăх ҫĕнĕ шкул уҫăлнă.  Ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче хулара Соляное микрорайонта ача сачĕ уҫăлнă. Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫĕнĕ хула микрорайонта та шкул ҫулне ҫтменнисем валли ача сачĕ уҫăлнă.  Ыран Каҫал енре ача сачĕ уҫăласси те паллă.Унта харăсах 110 ача ҫӳреме пултарать. Пысăк учреждени пурин кăмăлне те уҫа ярĕ.  





02 сентября 2019
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter