2019 ҫулта кăрлач-утă уйăхĕсенче промышленноҫ производствин индексĕ 2,6 процент чухлĕ ӳснĕ Чăваш Республикинче

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем ку хутĕнче регионăн 2019 ҫулхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ӳсĕмĕсене туллин тишкернĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов кăҫал ҫичĕ уйăх хушшинче промышленноҫ производствин индексĕ 102,6% танлашнине хыпарланă.

Палăртнă тăрăх, промышленноҫ производствин калăпăшĕ ҫак предприятисен хăпарнă:  «ЧАЗ» ПАО, «ШЗСА» АО,  «КАФ» АО,  «Промтрактор-Вагон» АО, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО, «Хевел» ТМЯО, «ЧЗСА» ТМЯО, «НПП «ЭКРА» ТМЯО, «Чувашторгтехника» АО тата ыттисен те.  «Тракторсен завочĕ ӳсĕмлĕ ĕҫлени куҫкĕретех. Производство планне тултарас тĕлĕшпе специалистсене курăмлă явăҫтарса пырать предприяти. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа ҫĕнĕ 708 ҫынна ĕҫе вырнаҫтарнă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва 1,5 пине ҫитерме тĕллев лартнă», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Павел Иванов.  Ҫурт-йĕрсем хăпартассипе те регионта курăмлă ĕҫлеҫҫĕ, пурĕ 302,3 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă строительсем, кăтарту пĕчĕк мар,  114,1%  танлашать.  Кăҫал ҫичĕ уйăх хушшинче таварсен ҫаврăнăшĕ 91,9 млрд ҫитнĕ, пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах, 102,3%  ҫитнĕ кăтарту. Апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕ хăпарнă, 2,2 процент ӳсни сисĕнет.   Раҫҫейре вăтамран 2,7 процент хăпарнă пулсан, регионта ку ӳсĕм сахалтарах. Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ ӳснĕ, кăтарту 102,6 процент. 2019 ҫулта  7 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, ҫынсен вăтам ĕҫ укҫи  28500,3 тенкĕпе танлашать. Республикăра ĕҫсĕррисен шучĕ ҫулран ҫул чаксах пырать. Ҫынсене ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту туллин пурнăҫа кĕрсе пырать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене халăхăн тупăш пайĕ ӳссе пытăр тесе, вĕсене вăй илсе пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Паянхи пурнăҫра пенси ҫулне ҫывхарса пыраканнисем патне те тимлĕх уйăрма манма юраманнине асăрхаттарнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Уй-хир ĕҫĕсем пирки сăмахланă май, кăҫал пĕлтĕрхинчен чылай лайăхрах тухăҫ пӳлмесене пухăнса пынине асăннă Ертӳҫĕ. Пахча ҫимĕҫ ăнса пулнă, халăх та ҫакнах ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Уйран тыр-пула вăхăтра пухса кĕртессишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Вăхăта вăраха тăсма никамăн та ирĕк ҫук, ҫийĕнчех мĕнпур техникăсене явăҫтарса пахча ҫимĕҫе туллин пуҫтармалла тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пирки ăнлантарса панă, ӳсĕмсем ҫинчен чарăнса тăнă.   Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика хыснин пĕрлештернĕ пайĕ  35,5 млрд танлашнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 13 процент пысăк пулни сисĕнет. Регионăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ, вăл 21,7 млрд ҫитнĕ. Федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар укҫа региона 11,7 млрд куҫнă, кăтарту самай пысăк, 24 процент нумайтарах.

Кăҫал ҫичĕ уйăх хушшинче республика бюджечĕн тăкак пайĕ 30,1 млрд танлашнă, кăтарту пĕчĕкех мар, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан  3,6 млрд нумайтарах пĕтернĕ.    Инвестици хывас ĕҫ те самай лайăх пулса пырать, пурĕ кăтарту 7,8 млрд ҫитнĕ.  Ҫичĕ уйăх хушшинче инвестици тăкакĕ 1,9 млрд ҫитнĕ, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 1,7 хут нумайтарах.



02 сентября 2019
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter