Чăваш Енре 2020 ҫулта сиплев учрежденийĕсен ҫурчĕсене тĕпрен юсама 1 млрд тăкаклама палăраҫҫĕ

В 2020 году в Чувашии на капитальный ремонт учреждений здравоохранения предусматривается направить 1 млрд рублей

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ наукăпа практика конференцийĕн ĕҫне хутшăннă.  Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессинче медицинăра тăрăшакансен витĕмлĕхĕ пирки ыйтусене тарăн сӳтсе явнă мероприятине пухăннисем. Паллă мероприяти Шупашкарта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕнче иртнĕ.  

Медицинăра ĕҫлекенсене пысăка хурса хакланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсем регионта туллин пурнăҫланса пынине асăнса хăварнă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Енре пĕтĕмпе медицина учрежденийĕсенче 12,5 пин вăтам медицина ĕҫченĕсем тăрăшнине асăннă. Вĕсем ырă та ăшкăмăллă пулнине кура, нумай чухне халăх ырăпа калать мĕнпур медицина пирки. Кашни специалист хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса таса чунпа пурнăҫласа пыни куҫкĕретех. Паянхи мероприятинче пурне те регион Пуҫлăхĕ тав сăмахĕсем каланă.  Кашни ĕҫчен халăхăн сывлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшнине ҫирĕплетсе хăварнă Ертӳҫĕ сăмаха май.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн хăш-пĕр ĕҫĕсем ҫинчен  тĕплĕнрех каласа кăтартнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ наукăпа практика конференцийĕн ĕҫĕнче. Проектсен тĕп ҫул-йĕрĕ ҫинчен те чарăнса тăнă. Республикăра ФАПсем чылай, вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Сиплев учрежденийĕсенче пысăк технологиллĕ медицина тытăмĕ вăй илсе пыни те паллă. Кашни ялта, хулара пурăнакансен сиплев учрежденийĕсене ҫӳреме кирлĕ пек условисем пур, регионта инфратытăм ҫирĕп аталаннă, 2013 ҫултан пуҫласа  паянхи кунччен  ҫĕнĕ 179 ФАП хута янă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та ҫĕнĕ 26 ФАП уҫăласси планра пур. Сиплев учрежденисен пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, 205 ФАП юсаса ҫĕнетме пурĕ 620 млн тăкакланă.

Палăртма кăмăллă, сиплев учрежденийĕсене кулленех пысăк технологиллĕ хатĕрсем килсе тăраҫҫĕ.  Ҫуртсене тĕпрен юсаса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Палăртса хунă тăрăх, регионти мĕнпур сиплев учрежденийĕсене пиллĕк ҫул хушшинче тĕпрен юсаса пĕтермелле.  Планпа килĕшӳллĕн, 2020-мĕш ҫулта сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене туллин юсав ĕҫĕсене ирттерме 1 млрд яхăн пăхса хăварнă.  

Пирĕн тăрăхри медицина учрежденийĕсем  ытти регионсемшĕн тĕслĕх тесен те йăнăш мар. Ҫакнах сиплев учрежденийĕсене сывалма килекенсем те пĕрре ҫеҫ мар ҫирĕплетсе хăварнă. Ҫулсерен региона ытти субъектсенчен чирлисем килсех тăраҫҫĕ, пирĕн пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсен витĕмлĕхне туйса кураҫҫĕ. Республикăра халăх хушшинче профилактика ĕҫне анлă сарнине те асăнса хăварнă хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования» ФГБУ тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев хăнасене центр ĕҫĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.   Ҫултан ҫул медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтернин кăтартăвĕ те хăпарсах пырать тенĕ вăл. Калăпăр, 2018 ҫулта центрта пĕтĕмпе 8 пин те 200 ытла операци тунă. «Пĕлтĕр инвестициллĕ программăна центр кĕрсе юлнă.  Ҫитес вăхăтра реабилитаци  корпусне те хута яма тĕллев лартатпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрнă тĕп врач. Сиплев учрежденийĕнче вĕрентӳ программи те пурнăҫа хăватлă кĕрсе пырать. Ăна кура, медицина ĕҫченĕсем кулленех хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе професси шайне хăпартса пыраҫҫĕ тенĕ вăл.  Медсестрасем условисем чаплă тесе пĕрре мар ҫирĕплетеҫҫĕ.   

Конференци ĕҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, РФ Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ  Сергей Двойников тата Раҫҫейри 28 хуларан аслă специалистсем 300 ытла делегат хутшăннă.  

Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – медицинăн ĕҫ-хĕлне ҫĕнетсе пырасси. Наци проекчĕсене тĕпе хурса, ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пырасси, пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе халăха тивĕҫтерсе пыма тата та лайăхрах вĕренсе пырасси.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче конференцийĕн пĕр пайĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче иртнĕ. Мероприятинче Раҫҫейри тата ют ҫĕршывсенчи паллă специалистсем тухса калаҫнă.

Икĕ кун хушши пыракан конференци ĕҫне килнĕ хăнасем республикăри чылай медицина учрежденийĕсенче пулса курнă.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисене хакланă, условисемпе кăсăкланнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă.  

Конференци ĕҫне йĕркелеме пулăшнисем ҫаксем: Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви, «Профессиональная ассоциация средних медицинских работников Чувашской Республики» ОО (ОО «ПАСМР ЧР»), ФГБУ «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования» Минздрава России ( Шупашкар хулинчи) тата ытти хăш-пĕр организацисем.   

 Фоторепортаж



20 сентября 2019
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter