«Экологи тĕлĕшĕнчен Чăваш Ен ытти регионсемшĕн тĕслĕхре, лайăх ĕҫлекеннисенчен пĕри», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ҫанталăк Министрĕ Дмитрий Кобылкин

Министр природных ресурсов и экологии России Дмитрий Кобылкин: «На сегодняшний день в части экологии Чувашия в числе передовых»Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – «Экологи» наци проектне пурнăҫа кĕртессипе йышăннă ĕҫсем.  

«Экологи» наци проекчĕн тĕллевĕ – обществăна тасалăхпа тивĕҫтересси.  Ҫитĕнекен ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать ыйту.  Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ҫанталăк Министрĕ Дмитрий Кобылкин хăйĕн сăмахĕнче, наци проектне тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пырасси – регионсенчи ушкăнсем епле тăрăшнинчен те сахал мар килет тенĕ. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе йышăннă ыйтăва тухăҫлă татса парасси те кун йĕркинче ҫивĕч тăнине асăннă.

Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Дмитрий Кобылкин «Экологи» наци проекчĕ Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăҫланса пырать тенĕ. РФ ытти субъекчĕсемшĕн республика паха тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ сăмаха малалла тăснă вăл.  «Ку ĕҫре уйрăмах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ витĕмлĕхĕ пысăк. Енчен те вăл тимлĕх уйăрман пулсан, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма май та ҫук пулĕччĕ.  Наци проекчĕ активлă пурнăҫа кĕни куҫкĕретех.  Сирĕн малтан та япăхах ĕҫсем пулман.  Экологи тĕлĕшĕнчен сахал мар пысăк ĕҫсе йĕркелесе ирттернĕ. Паянхи кун та чăнласах та, Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Министр.

Чăваш Республики йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕлĕхсене 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕртме тытăннă. Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫав тери пысăк объект хута янă. Унта регионти муниципалитетсенчен  ҫӳп-ҫап чылай пухăнса тирпейленсе пырать. Регионти оператор паянхи куна 1670 ял тăрăхĕнчен йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫ-пуҫа йĕркелесе тăратнă. Пĕр сăмахпа каласан, кăтарту 97 процента та ҫитнĕ.    Ĕҫе кулĕннĕ тапхăртан пуҫласа йăлари хытă каяшсене пĕтĕмпе регионти оператор 2 млн 500 пин куб метр тиесе пуҫтарса тухнă, пӗлме, паянхи кун тӗлне Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пухӑнакан коммуналлӑ хытӑ каяшсен 8 процентне яхӑн пайӗ кӑна иккӗмӗшле тирпейленӗ ҫӗре каять. Пуласлăхра кăтартăва пысăклатса пыма тĕллев лартнă, 2030-мĕш ҫулсем тĕлне вăл ӳсĕм 70 процента та ҫитĕ теҫҫĕ специалистсем. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те ҫук мар-ха. Хăш-пĕр ялсенчен ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлеме ятарлă контейнерсем ҫителĕклĕ пулманни курăнать.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  пуҫарăвне тĕпе хурса, республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсем валли укҫа-тенкĕ пăхса хăварма килĕшнĕ. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем те паха. Вăл ĕҫсене пурнăҫа кĕртме шăпах та, республика хыснинчен тĕрев чылай куҫать. Ял тăрăхĕсенче ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлемелли ятарлă вырăнсем йĕркеленеҫҫĕ, контейнерсем те вырнаҫăнса пыраҫҫĕ.  Ку ĕҫ тĕпрен вĕҫне-хĕрне тухса пĕтнĕ тейĕпĕр. Халĕ вара юлашки юлнă контейнерсене вырнаҫтарса пырассишĕн тăрăшаҫҫĕ, кăҫал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин ыйтăва татса пама палăртса хунă регионти оператор.

Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсен пуҫлӑхӗсен поселенисен тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле 2019 ҫул вӗҫӗччен халӑх пурӑнакан мӗн пур вырӑнтах, асӑннӑ ыйтӑва вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе сӳтсе явса, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли лаптӑксем туса хумалла.

2017-2018 ҫулсенче Шупашкар хулинче пулнă свалка (ҫӳп-ҫап купи) тĕпрен прахăҫланнă.  Шупашкар районĕнче те тирпейлĕх хуҫаланать. Халăх кăмăллă, территорисенче таса пулни те куҫкĕретех.

 Чӑннипех те истори пӗлтерӗшлӗ шутланакан чылай ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ. Федераци программине хутшӑннине пула Питтукассин ҫӳп-ҫап вырӑнне, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ.

Тариф халăха пăшăрхантармасть, кирлĕ пек виҫепе килĕшсе, ырлăхсемпе усă курнăшăн укҫа-тенкĕне тăкакласа пырать.  Пуласлăхра тата та пысăк проектсем пурнăҫа кĕртме палăртнă республика. Федераци проектне виҫĕ ҫул хушшинче пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă,  йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли 3 станци хута яма плана кĕртнĕ. Енчен те ыйту вырăнтан хускалсан, вунпĕр районăн шăпи татăлĕ. Хальлĕхе вĕсенче йывăрлăхсем пур-ха.  

Свалкăсене тирпейлесе пырассипе, вĕсене прахăҫлассипе Раҫҫейри регионсем хушшинче Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри.  2030-мĕш ҫулсем тĕлне пачах та ҫӳп-ҫап куписем пулмалла мар. Халăхăн ятарлă вырăнсене пухса пыма вĕренсе пымалла, кирлĕ кирлĕ мар территорине тиесе хума юрамасть, тавралăха упрамалла, сиен кӳме никамăн та ирĕк ҫук.    

Каяшсене тыткаламалли аталаннӑ тытӑм кӑна пире экологин хальхи «хӗрӳ» вырӑнӗсене пӗтерме тата ҫавнашкал ҫӗнӗ вырӑнсем йӗркеленесрен асӑрханма май парать.

Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин членĕсем кулленех регионсенчи лару-тăрупа паллашаҫҫĕ. Вĕсем Чăваш Енре чăнласах та, тирпейлĕ тесе пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă, республикăна пысăк хак панă. Вĕсемпе экспертсем, пысăк специалистсем, обществăлла организацисем  те килĕшеҫҫĕ.   «Симĕс патруль» обществăлла организаци хаклавĕ тăрăх, пирĕн республика экологи тĕлĕшĕнчен хисеплĕ 2-мĕш вырăна тивĕҫнĕ Атăлҫи федераци округĕнче.

«Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ҫанталăк министерствипе эпир тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыратпăр. Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, федераци хыснинчен 2 млрд 400 млн тивĕҫесси паллă.

Чылай программăсене эпир хутшăнатпăр. Инвесторсене те явăҫтарма тăрăшатпăр. Бюджетран мар ҫăлкуҫсенчен те укҫа-тенкĕ кĕрсе пырать. Шупашкар хулишӗн аталану валли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Чӑваш Ен тӗп хули федераци шайӗнчи конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Аталанӑвӑн Ҫӗнӗ банкӗ БРИКС  уйӑракан укҫа-тенке илме тивӗҫнӗ Раҫҫейри пилӗк хула шутне кӗнӗ.

Шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли тытӑмсене аталантармалли  проектсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ яма палӑртнӑ, ҫакӑ пысӑк шайри синергетика эффекчӗпе палӑрӗ: хулари экологи лайӑхланать, инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ чарусем сирӗлеҫҫӗ, шыв пахалӑхӗ ӳсет. Ҫав пысӑк суммӑна Хӗвел анӑҫри финанс институчӗсем санкцисене пула Раҫҫейре проектсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ вӑхӑтра уйӑрса панӑ. Парӑма тивӗҫтересси тата парса татасси федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе пулса пымалла. Раҫҫей Президентне тата ҫӗршыв Правительствине Чӑваш Республикине пулӑшнӑшӑн  тав тӑватпӑр. Республикăн тĕп хулине ҫав тери пĕчĕк процентпа ҫăмăллăх условийĕсемпе 3,1 млрд куҫса пырать. Объектсене модернизацилеме тата реконструкцилеме пулăшу куҫĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Раҫҫейри ЖКХ тытăмне реформăлас» проекта тĕпе хурса  Шупашкар хулинче чылай ĕҫ плана кĕртсе хăварнă пурнăҫлама. Халăха таса шывпа тивĕҫтересси те кирлĕ пек шайра пулса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Таса шыв» проект та анлă пурнăҫа кĕрет регионта. Кӑҫал Пӑрачкав районӗнче тата Шупашкар агломерацийӗнче вӑтӑр пилӗк километр ытла шыв пӑрӑхӗсен сетьне тума палӑртнӑ. Чăваш Республикинче экологи лару-тăрăвне тата та ытларах лайăхлатса пырас тĕллевпе ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче 7,5 млрд тăкаклама пăхса хăварнă. «Ĕҫсене пĕтĕмпех халăх сывлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн пурнăҫласа пырăпăр, ҫитес ăру сывă ҫитĕнтĕр тесе тăрăшатпăр», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж



20 сентября 2019
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter