Республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕ тухма хатĕрленет

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче Ертӳҫĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 204-мĕш №-лĕ  алă пусса ҫирĕплетнĕ Указа пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă хушма йышăнусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăҫ условийĕсен шайне ӳстерессипе йышăнакан мерăсем пирки каласа кăтартнă.

Патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, культура, спорт, обществăлла инфратытăма ҫĕнетессипе пурнăҫланакан мероприятисем.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2015-мĕш ҫултан пуҫласа «Пĕрле ĕҫлесе пурăнмалла!» программа хăватлăн пурнăҫа кĕме тытăннине асăннă.  Ҫӳлерех асăннă Указа тĕпе хурса, Чăваш Республикинче хушма указ йĕркеленессине те ырă хыпара каланă. 2020-мĕш ҫулсем тĕлне 3  млрд яхăн тенкĕ хушма тĕрев пăхса хăварассине асăннă вăл.  Укҫа-тенкĕ республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсама, сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланасси паллă.  Апла пулсан, ҫĕнĕ указ халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне тата та лайăхрах тума витĕм кӳресси куҫкĕретех.

«Мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчен 60 процентне тĕпрен юсаса ҫитернĕ. Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк, пиллĕк ҫулта сиплев учрежденийĕсене пĕтĕмпех тирпейлесси», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  Кун пек ĕҫсене шкулсенче те туса ирттерме палăртатпăр. Паянхи куна калас пулсан, мĕнпур шкулсенчен ҫуррине тĕпрен юсаса ҫитернĕ.  2020-мĕш ҫулсем валли республикăри мĕнпур юлнă шкулсене ҫĕнетсе пыма республика хыснинче 1,2 млрд уйăрма палăртнă. Вĕсенчен 910 млн ача сачĕсене юсама, шкулсене тĕпрен ҫĕнетсе пыма тата ытти ĕҫсем те пурнăҫлама тăкакланĕҫ.

Ялсенчи вулавăшсене, архивсене, культура ҫурчĕсене хăтлăлантарма та тĕрев куҫасси паллă. Ачасене хушма пĕлӳ паракан ҫуртсене те ҫĕнетсе пыма плана кĕртсе хăварнă, вĕсене валли 500 млн уйăрнă.  

Михаил Игнатьев пиллĕк ҫул хушшинче шкулсен стадионĕсене тĕпрен ҫĕнетсе ҫитересси те планра пур тенĕ хăйĕн сăмахĕнче.  Мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе ҫитерсен, регионта спорта куллен ҫӳрекенсен йышĕ 55 процента ҫити те хăпарать.

«Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствипе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлесе пыратпăр. 2020-мĕш ҫулсем валли куҫакан тĕрев те вĕсен витĕмлĕхĕпе пулать», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ялта пурăнакансен пурнăҫ шайне ӳстерсе пырасси те республика Правительствин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Пахалăхлă шывпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Шывпа ҫыхăннă объектсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси пуласлăхра пур-ха. 2020-мĕш ҫулсем валли 200 млн пăхса хăварнă.  Указа пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе, 2020-мĕш ҫулта пурĕ 3 млрд тăкакланасси паллă.  



23 сентября 2019
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter