«Наци кросĕ - 2019» Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусене Чăваш Енрен 71,5 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Правительство ҫуртĕнче иртнĕ канашлура «Наци кросĕ - 2019» Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов хăйĕн сăмахĕнче «Наци кросĕ» чăнласах та ҫав тери пысăк мероприяти тесе тепĕр хут ҫирĕплетнĕ. Кĕркуннехи спорт ăмăртăвĕ ҫулсерен халăха йышлăн пухнине палăртнă вăл.  Кăҫал мероприятисене регионта 71,5 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Чи пысăк мероприяти Шупашкарта пулнă. Чăваш Енĕн тĕп хулине пурĕ сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнакан  17 пин ытла ҫын килсе ҫитнĕ.  

Ача сачĕсенче ăсталăха туптакансем, шкулта вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем ҫав тери йышлăн пухăннă спорт уявне. Чи ҫамрăккисем, икĕ ҫултисем - Аня Хундякова тата Глеб Немцев. Чи асли вара 89 ҫулхи - Миранда Кольцова. 84 ҫулхи Александр Захаров та ыттисенчен кая юлман, мала тухассишĕн тăрăшнă. Ҫĕнтерӳҫĕсене яланхиллех медальсем, дипломсем парса хавхалантарнă.  

Ăмăртусенче йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман, обществăлла вырăнта регионти  Шалти ĕҫсен пайĕн министерствинче вăй хуракансем сыхă тăнă.     



23 сентября 2019
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter