Михаил Игнатьев ачасен ушкăнĕнче футболла выляссипе иртекен Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусен йĕркелӳ комитечĕн членĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с членами оргкомитета Всероссийских соревнований по мини-футболу (футзалу) «Кубок Союза Труда»Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен ушкăнĕнче футболла выляссипе иртекен Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусен йĕркелӳ комитечĕн членĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ. Аса илтеретпĕр, финал ăмăртусем Чăваш Енĕн тĕп хулинче авăн уйăхĕн 21-22-мĕш кунĕсенче иртеҫҫĕ.  

Хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Тавах сире, пирĕн тăрăха килме кăмăл тунишĕн. Чылай ыйтусене пĕрле пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăнусем тума та аван. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, кăҫал мини-футбол ăмăртăвĕсем Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттерме пысăк статуса ҫĕнсе илнĕ. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр. Пĕрле тăрăшсан, нумай ĕҫсем тума пултарайратпăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Ачасем хушшинче футболла выляссипе кăҫалхипе виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ ăмăртусем регионта йĕркеленсе иртеҫҫĕ. 2019 ҫулта турнира Спортăн Пĕрлехи планне кĕртсе ҫирĕплетсе хăварнă Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерстви.   Кăҫал спорт мероприятине Раҫҫейри 13 регионтан ачасен командисем килсе ҫитесси паллă.  

«Финал ăмăртусене Чăваш Енре ирттерме тивĕҫнине ҫĕнсе илни - Сирĕн пархатарлă ĕҫ пысăк витĕм кӳчĕ. Регионта ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе профсоюз организацийĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Регионта массăллă спорт анлă сарăлнă. Халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассипе сахал мар мероприятисем йĕркеленеҫҫĕ. ФАПсем кулленех хута каяҫҫĕ, медицина хăватлă вăй илсе пырать. Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пыни хавхалантарать. Халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн  чылай тăрăшатăр. Сирĕнтен ыттисен вĕренмелли сахал мар», - тесе хăй шухăшне каланă ăмăртусен йĕркелӳ комитечĕн председателĕ Давид Кришталь.

«Нумай хваттерĕ ҫуртсем таврашĕнче спорт хатĕрĕсене ытларах та ытларах вырнаҫтарма тăрăшатпăр. Кăҫал ытти ҫулхи пекех граждансен пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа анлăн кĕрсе пыраҫҫĕ. Ҫынсем тавралăхра тирпейлĕх хуҫалантăр тесе ыйтаҫҫĕ, кĕлетке-ҫурăма хускатма спорт хатĕрĕсене йĕркелесе тăратма сĕнеҫҫĕ. Ҫитес ҫул валли эпир республикăра 100 млн тенкĕ бюджетран тăкаклама пăхса хăваратпăр. Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, пиллĕк ҫул хушшинче шкулсем таврашĕнчи стадионсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме тĕллев лартнă. Ачасене чупма ятарлă лапамсем те хута ярасшăн.    Халăхăн, ачасен сывлăхне упрасси – приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Ачасен апатланăвĕ ҫине те сахал мар тимлĕх уйăратпăр. Шкулсенче, ача сачĕсенче апат-ҫимĕҫе пĕҫерсе хатĕрлеме те условисем чаплă,  ятарлă хатĕрсем паянхи пурнăҫпа тӳр килеҫҫĕ. Кунсăр пуҫне, регионта кашни уйăхрах Сывлăх кунне ирттереҫҫĕ. Ун чухне мĕнпур халăхăн спорт учрежденийĕсене тӳлевсĕр ҫӳреме ирĕк пур», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Халăх вĕрентĕвĕ Пĕтĕм Раҫҫейри профсоюз организацийĕн председателĕ Галина Меркулова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен хăвăрт утассипе пысăк хисепе ҫĕнсе илнине асăннă. Асăннă спорт тĕсĕ паллă спортсменсемшĕн чăнласах та, пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ хăнасем пĕр шухăшлă пулса, Чăваш Ен спортпа туслă чи вăйлă регион тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. Ыттисен тĕслĕх илмелле ку республикăран тенĕ вĕсем сăмаха ҫавăрса. Чăваш Енĕн газ, ҫĕр айĕнчи ҫут ҫанталăк пурлăхĕсем  нефть те ҫук, пур-пĕрех пысăк ҫитĕнӳсеме палăрса тăрать, халăх ĕҫлеме, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма пĕлет.

Фоторепортаж



23 сентября 2019
07:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter