Чăваш Енре хутса ăшăтмалли тапхăра авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуҫланă

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – хутса ăшăтмалли тапхăра регионта епле пуҫлани. Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта хутса ăшăтмалли тапхăра авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуҫланине пĕлтернĕ.  Чи малтан ăшăпа ача сачĕсене, шкулсене, сиплев учрежденийĕсене тивĕҫтернине хыпарланă министр. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене те газпа тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пынине каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли ҫурт-йĕрсене ăшăпа тивĕҫтерес ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă. «Байконур—сервис» управляющи компани пирки сăмах пуҫарнăБайконур микрорайонта хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтра пуҫланмасса та пултарасса пăшăрханса пĕлтернĕ вăл.  Ҫут ҫанталăк газĕшĕн тата электроэнергишĕн миллион ытла пухăнса кайнă парăм вĕсен тенĕ ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.  

Иртнĕ эрне пуҫламăшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутса ăшăтмалли тапхăра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче  палăртса хунинчен маларах та пуҫлама чĕнсе каланă пулнă. Анчах та хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ыйтăва тивҫтерменни сисĕнет. «Яваплăха туйса ĕҫлеменнисенчен ҫирĕп ыйтăпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Строительство министерствинче, Чăваш Енĕн МЧС, Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн сайтĕнче, регионти мĕнпур муниципалитетсенче «хĕрӳ линисем» йĕркеленĕ, хутса ăшăтмалли тапхăрпа ҫыхăннă ыйтусем пирки пурте шăнкăравласа пĕлме пултараҫҫĕ.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене уйрăмах тĕрĕслевре тытмалла, хăш объектсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене вĕҫлемен, унта пăтăрмахсем пулма пултарĕҫ, ҫавăнпа та ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.



23 сентября 2019
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter