Наркотиксемпе кĕрешекен Патшалăх комитечĕн ларăвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев принял участие в заседании Государственного антинаркотического комитетаАвăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Ларăва пухăннисем наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мерăсене тарăн сӳтсе явнă. Палăртнă ларура паян Чăваш Енри наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн членĕсем те пулнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче пурнăҫ таппинче синтетика наркотикĕсем вăй илсе халăха аптратнине асăннă. «Кăҫал ҫĕр ытла саккунсăр майпа ĕҫлекен нарколабораторисене тупса палăртнă», - тенĕ вăл.

Синтетика наркăмăшĕсем сарăлса пынине право хуралĕнче тăрăшакансем кăна ҫирĕплетмеҫҫĕ, медицинăра ĕҫлекенсем те ҫакнах палăртаҫҫĕ. Раҫҫей Сывлăх сыхлавĕн министерстви наркăмăшпа аптракансене сыватмалли ятарлă хушма мероприятисем палăртать. Наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Патшалăх комитечĕ ыйтăва тĕплĕн пăхса тухса тишкерме сĕнет. Ларура ытти ыйтусене те тишкернĕ, спорт тытăмĕнче те асăрхануллăрах пулма ыйтнă.    Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ хальхи вăхăтра допинг ыйтăвне те ҫирĕп тĕрĕслеве илнине асăннă. Пур-пĕрех татса парайман ыйтусем те тăрса юлнине палăртнă. Малашне та та ҫирĕпрех ыйтăва тĕрĕслеве илмеллине асăрхаттарнă.    

 Справка.

Кăҫал 2019 ҫулта Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви 20 кг ытла наркăмăш таварĕсене тупса прахăҫланă.   Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 707 ҫынна наркăмăш аллине кĕрсе ӳкнĕ тесе палăртнă. Кăтартăва пĕлтĕрхипе илес пулсан, алхасакансен йышĕ кăҫал 3,5 процент чухлĕ чакни сисĕнет.  

Фоторепортаж



24 сентября 2019
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter