Чăваш Енре мĕнпур районсемпе хуласенче «Кĕр парни-2019» акци ĕҫлет

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Яланхиллех канашлăва Чăваш Республикин Правительство членĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, хăш-пĕр муниципалитет пуҫлăхĕсем хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – «Кĕр парни-2019» ятлă ял хуҫалăх таварĕсене халăх патне пĕчĕк хаксемпе илсе ҫитерес тĕллевпе йĕркеленĕ акци.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче паянхи куна илес пулсан, республикăри мĕнпур хуласемпе районсенче акцине питĕ ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пынине хыпарланă.  Пĕтĕмпе хулара 42 ятарлă вырăн пасарсенче хатĕрлесе тăратнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫĕр ĕҫченĕсем пасарсенче ҫĕр улми сухан, купăста, кишĕр, панулми, пыл, сĕт-ҫу тата ытти таварсене халăх патне пĕчĕк хаксемпе илсе ҫитерме тăрăшнине хыпарланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ сăмаха ҫавăрса. Халăх ытларах ҫĕр улмине туянма кăмăл туни сисĕнет тенĕ ведомство ертӳҫи. Вăтамран ăна 8-12 тенкĕпе пĕр килограмне сутма тăрăшаҫҫĕ. Экологи енчен пахалăхлă таварсене ҫынсем пĕр иккĕленмесĕрех хĕлле валли ҫиме нӳхрепсене илсе тултараҫҫĕ.    Палăртса хăвармалла, ватă ҫынсем патне туяннă тавара тӳлевсĕр килсене илсе ҫитерме волонтерсем витĕм кӳреҫҫĕ.  Республикăри районсенче ҫак ĕҫсене питĕ лайăх йĕркелени сисĕнет, пурĕ 602 вырăн хатĕрлесе тăратнă таварсене сутма. Ял хуҫалăх таварĕсемпе ĕҫлекен 425 предприяти ĕҫченĕсем хăйсен паха ҫимĕҫĕсене ҫынсене валли тирпейлесе тăратнă. Харпăр хăй хуҫалăхĕнче тăрăшакансем уйрăмах питĕ активлă пулни курăнать, вĕсем хапăл тусах пахча ҫимĕҫе ватăсене пĕчĕкрех хаксемпе сутма тăрăшаҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларакансене валли ытлашши ҫимĕҫе сутма кирлĕ пек мĕнпур условисене пасарсенче хатĕрлесе пама чĕнсе каланă. Хулара пурăнакансен экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча ҫимĕҫе туянса, хăйсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.    



24 сентября 2019
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter