«Республикăри мĕнпур влаҫ органĕсенче вăй хуракансен пĕр-пĕринпе килĕшсе яваплăха туйса тухăҫлă ĕҫлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Всем органам власти республики нужно работать ответственно и слаженно, как единая команда»Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев потребительсен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн докладĕнче регионта ҫыхăну пайĕ пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, операторсем халăха вăхăтра пахалăхлă ҫыхăнупа тивҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшнине асăннă. «Ростелеком» ПАО 370 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫыхăну линийĕсене хута янине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май. Палăртнă ĕҫсем 2019 ҫулта анлăн пурнăҫа кĕрсе пынине каланă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки кĕскен чарăнса тăнă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче тата хăш-пĕр районсенче халĕ те тивĕҫлĕ ҫыхăу пулманнине асăннă, ҫитес ҫулсенче ыйтусене туллин татса памаллине асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев.

Шупашкар хулинче ҫӳлерех палăртнă ыйтупа тапхăр-тапхăррăн ĕҫлесе пынине хыпарланă хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков. Ҫĕнĕ микрорайонсенче пуласлăхра халăха апла пулсан тивĕҫлĕ ҫыхăнупа тивĕҫтересси паллă.

2019 ҫулта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра цифра телекуравĕ ĕҫлеме пуҫларĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе регионта «хĕрӳ лини» те йĕркеленĕ пулнă, 3 пин ытла ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хурав илнĕ тесе пĕлтернĕ министр.     Почта ҫыхăнăвĕнче тăрăшакансем те ҫак ĕҫе хастар хутшăннă.  Халăх вĕсен пулăшăвĕсемпе онлайн-форматпа усă курать. Ҫăхав ҫыракансен йышĕ пĕчĕкленнĕ, апла пулсан ĕҫсемпе кăмăллă граждансем, 2018 ҫулта кăтарту 3 хут сахалланнă.

Роскомнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Татьяна Евдокимова хăйĕн сăмахĕнче 2018 ҫулта Управленине тĕрлĕ ыйтусемпе 107 граждан тухнине пĕлтернĕ. Кăҫал вара 8 уйăх хушшинче пурĕ те 34 ҫын  кăна ыйту тăратнă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Апла пулсан, халăх ҫыхăнусемпе кăмăллă пулни сисĕнет.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтусенчен пĕри – медицина пулăшăвĕ.

2018 ҫулта пурĕ регионта планпа килĕшӳллĕн сиплев учрежденийĕсене 12 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ. Унсăр пуҫне халăхăн сĕнĕвне шута илсе 123 хут хушма тĕрĕслев ĕҫне пурнăҫланă.     Кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах, 2018 ҫулта 91 хушу ҫырнă пулсан, 2019 ҫулта вĕсен шучĕ 6 уйăх хушшинче пурĕ те  46 кăна пулнă.  

«Ҫитес ҫулта Чăваш Енре сывлăх сыхлавне аталантарма федераци хыснинчен икĕ хут та нумайрах ытти чухнехинчен укҫа-тенкĕ куҫĕ. Пĕлтĕрхи кăтартуран тĕрев самай чылай. Мĕнпур влаҫ органĕсенче тăрăшакансен пĕрлĕхре пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла», – чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

Вĕренӳ ыйтăвĕ те кун йĕркинче. Чăваш Енре 366 вĕрентӳ учрежденийĕ тӳлевлĕ майпа тĕрлĕ пулăшусем парать. Уйрăмах халăх спорт секцийĕсене ҫӳреме кăмăл туни сисĕнет. Пухăнакан укҫа-тенкĕне учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма, юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама тăкакласа пыраҫҫĕ.  

2018 ҫулта вĕренӳ тытăмĕнче йĕрке пăснă тĕслĕх тупса палăртман. Малашне те яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлесе пыма каланă пурне те регион Пуҫлăхĕ, хаксене сăлтавсăр ӳстерме юраманнине асăрхаттарнă сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж



25 сентября 2019
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter