Чăваш Республикинчи налук тăкакĕсен перечень йĕркине ҫирĕплетнĕ

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин налук тăкакĕсен йĕркине пăхса тухса ҫирĕплесе хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче Бюджет кодексне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, ҫĕршыври кашни регионăн хăйĕн налук тăкакĕсен ҫирĕп йĕрки пулмаллине асăнса хăварнă.  Ĕҫ хучĕн патшалăх программисемпе те тӳр килсе тăмалла тенĕ вăл. Маларах палăртса хунă тăрăх, пурлăхшăн, транспортшăн тӳлемелли налуксене, Чăваш Республикин экономикине аталантармалли патшалăх программипе килĕшӳллĕн ҫăмăллăхсем пуласси паллă.

«Пĕлтĕрхи ҫул налук енĕпе ҫăмăллăхсем 706 млн пулнă», - тесе пĕлтернĕ Светлана Енилина.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаҫĕ хушшинчи границăсене пăхса хăварасси пирки калакан килĕшĕвĕн саккун проектне ырласа хăварнă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Владимир Максимов хăйĕн сăмахĕнче Килĕшĕве йышăнса хăварни Чăваш Республикишĕн пысăк улшăну пулмассине палăртнă, территори пур-пĕрех пĕчĕкленмест тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Ĕҫ хучĕ ҫĕр лаптăкĕсене регистрацилеме ҫăмăллăх кӳрессе, чăрмавсем кăларса тăратмасса асăннă, учета илме те аванрах тенĕ вăл.

Чăваш Республики ҫĕршыври 5 регионпа чикĕленсе тăрать. Чикĕсене виҫĕ субъектпа палăртса йышăнса хăварнă. Вăл регионсемпе килĕшӳсене ҫирĕплетнĕ тесе хыпарланă  министрăн пĕрремĕш ҫумĕ.  2017 ҫулта Чулхула облаҫĕпе, Мордва Республикипе,  2018 ҫулта вара Ульяновск облаҫĕпе Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра Марий Эл тата Тутарстан Республикисемпе хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ.   



25 сентября 2019
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter