Пуҫласа Чăваш Енре пĕр ҫулталăкра пушарсене тухса сӳнтермелли хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 17 автомашина туяннă

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Вениамин Петров тарăн доклад туса панă.

2018 ҫулта Чăваш Енре икĕ ЧС пулнă. Вĕсенче вунă ҫын инкек тӳснĕ, 12-шĕ вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă. Кăҫал 8 уйăх хушшинче 2 ЧС пулнă.  

Юлашки 5 ҫул хушшинче республикăра пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ курăмлăнах чакни сисĕнет.  2018 ҫулта вут-ҫулăмра ачасем  ҫуннă тĕслĕх пулман. Шывра инкек пулнă тĕслĕхсем те чакнă, кăтарту 2 хут ытларах пĕчĕкленнĕ тесен йăнăш мар.  Чăваш Ен МЧС ĕҫченĕсем кулленех шыв объекчĕсене тухса тĕрĕслесе тăраҫҫĕ. Ачасемпе профилактика ĕҫĕсене те анлă ирттереҫҫĕ.

Планпа килĕшӳллĕн, пуласлăхра та мероприятисем чылай пăхса тухса йышăнса хăварнă. Мĕн пĕчĕкренех ачасене шывра ишме вĕрентни питĕ усăллă, ҫынсене путса вилесрен пăрать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн шывра ишессипе тимлекен федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Игорь Горин 2019 ҫулта ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнче калаҫса килĕшӳ тунине кура, пурне те ишме вĕрентессипе йышăннă программа анлăн пурнăҫа кĕме пуҫланă регионта. Кăтарту та ҫук мар, шывра путса инкек тӳснисем пачах та ҫукки хăйех ҫакна ҫирĕплетсе парать.

Вениамин Петров республикăра «112» пĕрлехи  номер лайăх ĕҫленине хыпарланă.   Федераци хыснинчен тата республика бюджетĕнчен ĕҫе йĕркелесе яма 2016-2018-мĕш ҫулсенче 97,3 млн тăкакланă.   2018 ҫулта Чăваш Енĕн МЧСне пурĕ модернизациленме тата пурлăхпа техника базине ҫĕнетме 100,0 млн тăкакланă пулнă. Историлле пулăм, пуҫласа Чăваш Енĕн службине хальхи пурнăҫа килĕшсе тăракан 17 автомашина пĕр ҫулталăкра туянса панă. 2019 ҫулта республика хыснинче техника таврашне илме 36,1 млн уйăрнă.  2020–2022-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин республика бюджетĕнче ведомство учрежденийĕсем валли пурлăхпа техника базине ҫĕнетме 567,0 млн йышăнса хăварнă.   



25 сентября 2019
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter