Нумай ача амăшĕсем шăпах пирĕн тĕп геройсем

* Хăш-пĕр çын чап пирки ĕмĕтленсе пурăнать, теприн хыççăн вара чап хăй йĕрлесе çÿрет… Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнче çуралнă Ирина Чернова /хĕр чухне Быркина/ хăйне журналистсем шыраса хăшкăлнипе телефонĕ хĕрсе çитичченех шăнкăртатасса шухăшлама та пултарайман ахăр. Ирина Николаевнăн контакчĕсене ыйтмашкăн республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службипе çыхăнсан хирĕçлемерĕç. Анчах та: «Вăл паян темшĕн телефона тытмасть-ха», — терĕç. Шанăçа тÿрех çухатмасăр хамăра панă телефон номерĕпе шăнкăравлатпăр. Сÿнтерет. Тен, лини çинче пăтăрмах? Пулать ун пекки. Тепре шăнкăравлатпăр. Татах сÿнтерет. Чăнласах йăлăхса çитнĕ те-шим тимлĕхрен? Журналистсемпе, тепĕр тесен, пурте хапăлласах хутшăнманни паллă-ха. Анчах та пĕр вăхăтран редакци телефонĕ шăнкăртатать. Уçă та хаваслă сасă илтĕнсе каять. «Юрать, ăçта тĕл пулăпăр? — интервью илес кăмăл пуррине пĕлтерсен самантрах килĕшет тараватлă хĕрарăм. — Анчах та манăн ача пĕчĕк-ха…»
Вулакан чăтăмлăхне текех тĕрĕслемĕпĕр, Черновсене шыраса мĕншĕн республика Пуçлăхĕн Администрацийĕпе çыхăннин сăлтавне уçăмлатăпăр. Шупашкар хулинче тĕпленнĕскерсем çулсерен иртекен «Çулталăк çемйи – 2019» конкурсăн мунипицалитет шайĕнчи тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть вĕсемех Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Çемье йăли-йĕркин фестивальне хутшăннă. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара Иринăпа Николай Черновсем, ачи-пăчипех, Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
Эпир те ларма-тăма пĕлмен çак хĕрарăма хаçат тĕпелне йыхравларăмăр. Çакăн пек маттур та ĕçчен, пултаруллă та сăпайлă, пушшех те — нумай ача амăшĕсем шăпах пирĕн тĕп геройсем-çке.
Тăваттă та сахал пек…
Палăртнă вăхăтран кая юлмасăр çитнĕ Ирина Николаевнăран, паллах, чи малтанах хăйсем, мăшăрĕпе иккĕшĕ, мĕнле çемьесенче ÿснине ыйтса пĕлес килчĕ. Сăнанă тăрăх, шăпах йышлă кил-çуртра çитĕннисем нумай ачана кун çути пама шикленмеççĕ. Тĕшмĕртни тĕрĕсех пулчĕ.
Ирина виçĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Анчах та хăйне те нумай пепке çуратма кăшт урăхларах сăлтав хистенĕ.
— Эпĕ асли пулнă атте-аннен, — каласа кăтартать хĕрарăм. — Ман хыççăн шăллăмсем кун çути курнă. Мана вара йăмăк кирлĕччĕ. Мĕн чухлĕ ыйтман-каламан пуль çывăх çыннăмсене тата тепĕр хĕр пĕрчи шырама! Çук, парнелемерĕç. Ун вырăнне аннепе чи çывăх хутшăнусем йĕркеленчĕç. Йăмăкчĕ те вăл, тусчĕ те… Пур вăрттăнлăха унпа пайланă, пур ыйтăва унпа канашласа татса панă. Каярах вара, хам ÿссе çитсен, пулас мăшăрпа тĕл пулсан иксĕмĕр те пĕр шухăшли палăрчĕ. Малтанах телефонпа вăрах хутшăнаттăмăр-ха. Ун чухнех, пĕрлешичченех, татса хунă эпир: сахалтан та — виçĕ ача. Çăкăр-тăвар çитсе пырсан пиллĕкмĕшне те çуратăпăр. Хальлĕхе, телее, çитсе пырать-ха çăкăр-тăвар, — тăватă ачапа чарăнмасса шахвăртать хĕрарăм.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан хĕр И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра экономиста вĕренсе тухать. Анчах та алла диплом иличченех ăнланать: унăн çăкăрĕ мар ку. Аслă пĕлÿллĕ специалист педагогика колледжне вĕренме кĕрет. Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн тĕп хулари 111-мĕш ача садне воспитателе ĕçлеме вырнаçать.
Куçран пăхсах
Хăш-пĕр хĕрарăм мăшăрĕн сăмахĕнчен иртеймесĕр пĕр ача та çуратма тытăнса тăрать /шел те, яваплăхран хăракан арçынсем сахал мар-ха пирĕн хушăра/. Ирина вара вĕреннĕ вăхăтрах çемье çавăрма та нимĕн чухлĕ те шикленмен.
— Пĕрремĕш курс вĕçĕ. Математикăпа тивĕçлĕ паллă илейменшĕн чун пусăрăнчĕ те Атăл хĕррине уçăлма тухрăмăр тантăшăмпа, — пулас мăшăрĕпе епле паллашнине аса илме ыйтсан çакăнтан пуçларĕ вăл сăмахне. — Шыв хĕрринче тантăшăн пĕлĕшĕпе юлташне тĕл пултăмăр. Паллашрăмăр. Калаçса кайрăмăр. Çакăнтан пуçланчĕ те… Иккĕмĕш курс хыççăн пĕрлешрĕмĕр те. Паян та ыйтаççĕ манран — харăсах вĕренме те, ача ÿстерме те, мă-шăра юрама та йывăр пулман-и? Çук, çавăн чухне качча тухнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Лайăх мăшăр çакланчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр. Çакăнтан пахи мĕн пултăр? Малтанах общежитире пĕр пÿлĕм туянтăмăр. 13,2 тăваткал метрччĕ вăл. Атте-анне нумай пулăшрĕ паллах. Каярахпа «гостинка» текеннине куçрăмăр. Юлашкинчен куçса çÿресе ывăнтăмăр та — ача йышлă пулнине шута илсе — тăватă пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Çакна валли хамăрăн хваттере сутрăмăр. Амăшĕн капиталĕпе усă куртăмăр. Пур пĕр çитмерĕ паллах. Ипотека кредичĕ илтĕмĕр. Тепĕр çултан республикăри амăшĕн капиталне тивĕçрĕмĕр те ссудăн пĕр пайне унпа усă курса саплаштартăмăр, — пус çумне пус хушса, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурнăçа епле сыпăнтарса пынине каласа кăтартать Ирина Николаевна.
Мăшăрне, Вăрнар районĕчи Услапа каччине, чăнласах хăйĕн пеккинех тупнă хĕрарăм. Хăй те пилĕк пепкеллĕ çемьере ÿснĕ Николай Петрович кил-тĕрĕшре шав тăнине ачаран хăнăхнă. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаканскерсем халĕ тĕрлĕ шайри ăмăрту-конкурса пĕрле хавхалансах хутшăнаççĕ.
— «Мĕн тума кирлĕ сана ку?» — манран нумайăшĕ çапла ыйтать, — тĕлĕннине пытармасть Ирина Николаевна. — Ĕçпе кăна епле пурăнмалла-ха? Эпĕ ача чухнех концертсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăллаттăм. Пĕр çĕнтерÿ теприн патне çул хывма пулăшать. Ăнăçу хавхалантарать. Кăмăл лайăх чухне вара ĕç те кал- кал пырать-çке.
Тăван пекех…
Çак çемье хастарлăхне пĕлнипех кÿршĕ регионра иртекен фестивале хутшăнма шăпах вĕсене сĕннĕ. Ульяновск облаçĕнче йĕркеленĕ фестивале тăватă регионтан пынă хăнасем: Самар, Пенза облаçĕсенчен, Тутар, Чăваш республикисенчен. Çĕннине пĕлме ăнтăлакан Черновсем хаваспах çула пуçтарăннă. Кÿршĕсем йăх историне тĕпчес енĕпе хастарлăхпа палăраççĕ-мĕн. Шăпах çакă тыткăнланă чăвашсене. Хăйсем те киле таврăнсанах çак ĕçпе аппаланассине пĕлтернĕ.
Черновсен хăйсен те пухăннисене каласа кăтартмалли нумай тупăннă. Чăвашлăха упраса хăварас тĕллевпе ачисене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, йăла-йĕркене упрама вĕрентсе ÿстереççĕ çемьере. Çакна ăруран ăрăва куçарма тăрăшаççĕ. Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов чăвашсене хисепленине, юратнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Черновсем сцена çине тухса калаçса пĕтерсен пурин умĕнчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне шăнкăравланă, çак çемье çинчен ăшă сăмахсем каланă. Киле таврăнсанах Черновсем Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
— Пирĕншĕн ку кĕтменлĕх пулчĕ, — йăл кулать Ирина Николаевна. — Йăлтах юмахри пек туйăнчĕ. Михаил Васильевич питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ, нумай ачаллă çемье пурнăçĕпе кăсăкланчĕ. Чăваш йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшнăшăн тав турĕ. Халĕ шкулта тăван чĕлхене суйлама ирĕк пур. Эпир пирĕн ачасем чăваш чĕлхине суйланине пĕлтертĕмĕр. Çакăншăн савăннине палăртрĕ Михаил Васильевич. Сĕтел хушшинче чылай калаçса лартăмăр. Тĕл пулу ытла та ăшă иртнипе тăванпа хутшăннă пекех туйăнчĕ.
Мунча ачисем
Пĕр ача ÿстерме те çăмăл мар та, тăватă пепкене ура çине тăратма, паллах, ансатах мар. Анчах та йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман Черновсем. Ку çемьере хĕрарăм та — арçын хыçĕнче ларса пур ыйтăва упăшка татса парасса кĕтекенни мар.
— Арçынна та тимĕртен туман вĕт, — тет Ирина Николаевна. — Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп ăна. Йывăрлăх такамăн та пулать. Çемьере пĕр-пĕрне тĕревлени чăрмавсене сирме пулăшать.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
25 сентября 2019
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter