Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулара иртнĕ анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев в Нижнем Новгороде принял участие в обсуждении перспектив развития рынка газомоторного топливаАвăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулара иртнĕ анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Мероприятине «Газпром» ПАО директорсен Канашĕн Председателĕ Виктор Зубков йĕркелесе ертсе пынă. 

Палăртнă мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чулхула облаҫĕн губернаторĕ Глеб Никитин, федераци службисен ертӳҫисем, регионти влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, бизнес сферăра вăй хуракансем чылайăн пухăннă.

Виктор Зубков хăйĕн сăмахĕнче канашлăва пуҫланă май, ҫĕршывра газпа ĕҫлекен моторсен йышĕ анлăн сарăлса пынине палăртнă.  Топлива вырăнне ҫутҫанталăк газĕпе усă курас текенсен йышĕ куҫкĕретех ӳссе пырать, 2,5 хут нумайланнă тесен те йăнăш мар, ҫулталăкри кăтарту 2020-мĕш ҫулта 1 млрд куб танлашасси те куҫкĕретех.  

«Газпром» ПАО директорсен Канашĕн председателĕ машинăсене газпа ҫӳретесси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă, ку енĕпе ҫĕнĕ объектсене те хута ярасси кун йĕркинче ҫивĕчленнине палăртнă.

Инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма федераци хыснинче 2019 ҫул валли пĕтĕмпе 3,3 млрд пăхса хăварнă. Ҫитес ҫул валли кăтартăва тата та ӳстерме тĕллев лартнă. 

2019 ҫул вĕҫленнĕ тĕле пурĕ газпа машинăсене тивĕҫтерекен станцисем 87 пуласси паллă. Ҫитес ҫулта кăтарту – 117 танлашĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерстви палăртнă тăрăх, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне объектсем пĕтĕмпе 1000 те ҫитесси куҫкĕретех.  

«Автомашинăсене газ ҫине куҫарни пур енчен те лайăх. Экологи тĕлĕшĕнчен те таса, экономи тени те пур.  Анчах та, хальлĕхе нормативло ĕҫ хучĕсем ҫителĕксĕртерех. Газпа ҫӳрекен автомашина хакĕсем паллă, пысăкрах вĕсем ахаль бензинпа ҫӳрекеннисенчен хăватлăрах пулни курăнать. Енчен те машина хакĕсене танлаштарас пулсан, 20 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Туянакансене кăштах ҫак ыйту хумхантарать.  Пур-пĕрех пирĕн ҫынсене экологи тĕлĕшĕнчен паха машинăсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пĕлмелле», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Виктор Зубков.

 «Пĕтĕмлетӳсем тунă тăрăх, машинăсене газ ҫине куҫарассипе Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Ĕҫре  ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретехКАМАЗ, АВТОВАЗ, ГАЗ пысăк машинăсене тахҫанах ĕнтĕ газпа ҫӳремелле тунă. Ҫакă та ыйтăва туллин пурнăҫласа пынине ҫирĕплетет», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.

Чăваш Республикинче транспорт пайĕ ҫутҫанталăк газĕпе усă курма пуҫлани тахҫанах. Ыйту пирĕншĕн приоритетлă шутланать. Мĕнпур техникăсене газ ҫине куҫарса  пыма тăрăшаҫҫĕ. Пысăк ҫăмăллăх та пур, налуксем тӳленĕ чухне 20 процент сахалтарах укҫа-тенкĕ тăкаклама тивет. Кун пек ĕҫе пурнăҫлама регионта 2014 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăннă. 

«Газ тултарма май паракан компрессор станцийĕсем ҫителĕксĕр пулни, ҫутҫанталăк газне аталантарассипе ĕҫлекен рынока чăрмав кӳрсе пырать. Ҫĕнĕ объектсем хута ярсан, ҫитес вăхăтра республикăра чылай ыйтăва вырăнтан тапратма май пулать.  Транспортсенче ҫӳрекенсен тариф хакне те пĕчĕклетме май пулĕ.   Уйрăмах ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх кулленех тĕрлĕ транспорт пулăшăвĕсемпе усă курать, анчах та хаксем пысăкрах пулни тепре чухне ҫынсене шухăша ярать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне аталантарса вăй илтерме те аван. Тăван тавралăха сиен кӳмĕ ҫутҫанталăк газĕ», -  тесе каланă канашлу ĕҫĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



26 сентября 2019
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter